Теори материалӗсем
Пĕлÿ çăл куçĕ
Кашни халăхăн хăйĕн тăван чĕлхи пур: вырăсăн — вырăс чĕлхи, тутарсен — тутар чĕлхи, чăваш халăхĕн вара - чăваш чĕлхи. Ку чĕлхепе калаçакансем — чăвашсем — Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенче, Чĕмпĕр, Саратов, Оренбург, Пенза облаçĕнсенче тата Çĕпĕрте пурăнаççĕ. Вăл тăван атте-анне, тăван халăх чĕлхи. Ку чĕлхепе 1,8 миллион ытла çын калаçать.
Тăван чĕлхепе усă курса эпир шухăщлатпăр, авалхи çинчен пĕлетпĕр, малалла ĕмĕтленетпĕр, хамăр ăс-хакăла пуянлатпăр, шухăшăмăра пĕр-пĕрне пĕлтеретпĕр, хамăр кăмăл-туйăма палăртатпăр. Халăх культурипе творчество аталанăвĕ те тăван чĕлхепе çыхăннă. Кун пирки чăваш халăх поэчĕ Ухсай Яккăвĕ хăйĕн пĕр сăввинче питĕ вырăнлă каланă: Пуçра мĕн чухлĕ шухăш санăн, Мĕн чухлĕ ĕмĕт хальлĕхе, Сана, ачам, пурне те панă Чăваш чĕлхи тăван чĕлхе. Тăван чĕлхе пурин те лайăх пĕлмелле. "Тăван чĕлхене пĕлекен ытти чĕлхесене те хисеплет. Тăван çĕр-шыва юратасси те тăван чĕлхерен пуçланать", — тенĕ чăваш çыраçи Георгий Ефимов. |
Апла пулсан, хамăрăн тăван чĕлхене çине тăрса вĕренер.