Ольга Туркай, "Пахчари çĕмĕрт"

Теори материалӗсем

Пачари çĕмĕрт

«Прозăлла сăвă хывăмĕн сунталĕ çинчи пултарулăхĕ Ольга Туркайăн хăйне евĕрлĕ. Калăпăшĕ вăрăм мар унăн, анчах автортан сахал сăмахлă шухăш вылянăвĕнчех туйăм çиçĕмĕ çиçтерсе илет. Çав туйăм çиçĕмĕ кашни вулакан чунĕнчех çиçсе илет, хăйĕн таса вут-хĕмĕпе çĕнĕ таса шевле, çĕнĕ шухăш, çĕнĕ туйăм, ырату, савăнăç, ăш пиллĕх çуратать,»-тет чăваш халăх поэчĕ Юрий Сементер. Чăнах та, Ольга Туркайăн «Пахчари çĕмĕрт» новеллине куççульсĕр вулаймастăн. Афганистанта вилнĕ ывăлĕн чунĕ тăван киле çĕмĕрт пулса вĕçсе килет. Ылханлă вăрçă татать маттур чăваш каччин кун-çулне. «Анчах çухалман эпĕ! Ÿтĕм кăна унта выртса юлчĕ, чунăм вара – кунта, тăван килте…» -тет ывăлĕн чунĕ. Çак новеллăна вуласан манăн куç умне хуйхăпа пусăрăннă чăваш хĕрарăмĕ тухса тăрать. Халĕ те вăл ывăлне кĕтме пăрахмасть.
   Çĕр-шыв ирĕкĕшĕн, этем телейĕшĕн пуçне хунă çынсем çинчен, вĕсен юнĕ çĕре ахаль ÿкменни çинчен, çак хальхи тăнăç пурнăçшăн халăхăн мĕнешкел илемлĕ çынсене çухатма тивни çинчен калаççĕ пире çак тĕслĕхсем. Шел пулин те, Афган вăрçи хирĕнче выртса юлакансем те пулнă.

 

Сӑн пуххисем

Пахчари çĕмĕрт

Ольга ТуркайПаттăрлăх

Видео

Ҫыпӑҫтарнӑ файлсем

Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42