Александр Алка, "Ырă ят"

Теори материалӗсем

Ырă ят

Çÿлте çăлтăр сÿнет. Çĕре сывлăм çăвать.

Пĕлĕте сар хĕвел ыталасшăн.

Икĕ йĕрке... Анчах та мĕн чухлĕ каланă унпа! 

Кашни çыннăн хăйĕн çăлтăрĕ: вăл сÿнет — çын вилет.

 Çĕре сывлăм çăвать — самай куççуль тăкăнĕ ĕнтĕ тăван килĕнче усал хыпар çитсессĕн.

Пĕлĕте сар хĕвел мĕнле ыталаймасть,  сар хĕрĕ те салтак тусне çавăн пекех ыталаймĕ.

Çакăн пек пысăк танлаштарусемпе вĕçлесе пырать хăйĕн сăввине Алка. Çакăнта ĕнтĕ чăн-чăн сăвăçăн  ăсталăхĕ, чун пуянлăхĕ.

 

Юрă çемми тетпĕр те эпир ăна ăнланатпăр. Çавăн пекех сăвă çемми пур. Çемĕ текстри сăмахсен кĕвви, хăвăртлăхĕ. Александр Алка хайланă сăвăра пусăмлă сыпăксем пусăмсăррисемпе виçеллĕ ылмашăнса пырса чуна тыткăнлакан çемĕ йĕркелеççĕ. Çак çемĕ аманнă салтак юнĕ сăрхăннă май халĕ вăйсăрланнине, ерипен тухакан сасса палăртать. Çак çемĕ аманнă салтак вилессе систерет, çакнах сасăсен килĕшĕвĕ те (– ç, –ш, – с, – ч) палăртать.

Çемĕ йĕркеленĕвĕ шутне састаш кĕрет. Састаш тесе эпир сăвă йĕркинчи сасăсене е сасăсен ушкăнне темиçе хут калани, вĕсем пĕр пек янăраса вĕçленнине калатпăр. Тĕслĕхрен, ылтăн – хыттăн; сыхă – çыхă; юнăм – чунăм; ятне – патне; куçăмран – çулăмра; пуçа – куçа тата ытти те.

 

 

Сӑн пуххисем

А. Алка

Фронтри сăнÿкерчĕк

Видео

Хушма каҫӑсем

Ҫӗнӗ материал
2021.11.07 10:38
Видео хушӑнчӗ: Василий Кервен, "Поэзи чĕлхи"
2021.11.07 10:37
2021.11.07 10:37
Видео хушӑнчӗ: Анатолий Хмыт: Афганистан çинчен
2021.11.07 10:34
Видео хушӑнчӗ: "Вилĕме утални" хайлав пирки
2021.11.04 14:24
2021.03.14 20:05
Видео хушӑнчӗ: Юра асламăшĕ
2021.02.27 16:02
2021.02.27 16:01
Ҫӗнӗ страница: Ĕмĕт нклоненийĕ
2021.01.23 22:33
2021.01.23 20:58
Ҫӗнӗ страница: Сăпайлăх сăмахĕсем