Любовь Мартьянова, "Ятсăр троллейбус"

Теори материалӗсем

Ятсăр троллейбус

Троллейбус калаçма пултарать-и? Кулăшла ыйту. "Паллах, çук!," – тейĕç хăшĕсем."Ятсăр троллейбус" калавра акă троллейбус калаçать. Хăй тĕллĕн, анчах калаçать. Калав авторĕ калаçтарать ăна. Калаçтарма сăлтавĕ пысăк – обществăлла транспорта хисеплеменни, çырса, варалса, чĕркелесе хуни, ларкăчĕсене касса, çурса хăварни. Çак киревсĕрлĕх урăх ан пултăрччĕ  çакă пулать те ĕнтĕ калавăн тĕп теми. Хайлавăн тĕп шухăшне троллейбус монологĕнче тупатпăр „Лайăх ĕç ман, кирлĕ ĕç, ...эпĕ çынсем хушшинче пурăнатăп“. Чĕрĕ тата чĕре мар персонажсем (Витя,троллебус) урлă çыравçă пире халăха сăтăр тăвакан тата ырă ĕç тăвакансене уçса парать. Калаври ĕç-пулăмра троллейбусăн номерĕ çук, апла пулсан вăл, пирĕн çулсем çинче чупакан пур автобус-машина-троллейбусăн пĕтĕмлетнĕ сăнарĕ. Литература сăнарĕ кунта троллейбус – ĕç тăвакан тĕп сăнар. Çыравçă троллейбус ĕçне  сăнласа панă май хула илемне кăтартать. Каçхи хула пек илемлĕ иккен троллейбус тăвакан ĕç.

Мĕн-мĕн кăна курмасть вăл кунĕпе. Халĕ пĕр сехет хушшинче мĕн кăна тÿсмерĕ те...“  автор вулакана ÿкĕте кĕртес, ĕнентерес тĕллевпе калать, çак меле ăслав тесе калатпăр. Любовь Мартьянова хăйĕн çĕнĕ шухăшне сăнласа, ăсласа, каласа парать.

 

Сӑн пуххисем

Каçхи Шупашкар

КаçпаКаçхи хулаТул çутăлать

Хушма каҫӑсем

Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42