Раиса Сарпи, "Эпĕ "тухатмăш карчăкпа" паллашни"

Теори материалӗсем

Эпĕ тухатмăш карчăкпа паллашни

"Эпĕ "тухатмăш карчăкпа" паллашни..." калавра курпунлă ват кинеми. Вăл тăрăшнипе ялти чиркÿ те ишĕлсе аннă имĕш, вăл йытă пулса çынсене тапăннă иккен, каçхине кушак пулса пÿрт çинче чупса çÿрет тет. Вăт мĕнлерех усал çын. Анчах та пĕтĕмпех çын сăмаххи çеç иккен. Ватă карчăк вăрçă паттăрне ÿстерсе çитĕнтернĕ, чирлĕскер пĕчченех пурăнать, вăл сĕтел çиттийĕ пек таса чунлă çынни палăрать калав вĕçĕнче.

Çак ĕç-пулăм çинчен çыравçă сăнарлăх пайрăмĕсем урлă чуна çÿçентермелле çырса парать. Хăйĕн пурнăçĕнчен илнĕ пĕр саманта тĕрлĕ детальсемпе усă курса сюжет йĕркелет. Тĕслĕхрен, сюжет йĕрне аталантарма детальсемпе усă курать. Кунта чÿлмек (тăм куршак) – сĕт упрамалли хатĕр, аваллăх паллине; патак – ватлăх паллине; курăк шăрши – сывлăх, шăплăхри кĕлĕ вуланин паллине; кушак – пурнăçпа вилĕм е ĕмĕрлĕх паллине; сăн ÿкерчĕк – иртсе кайнă вăхăт паллине;  йытă – тус-юлташ пулнине кăтартать. Çак паллăсен (детальсен) пĕлтерĕшĕсене уçса пама илемлĕ пуплев çаврăмĕсемпе усă курать: ыр çынсем, вăйлă çил-тăвăл тымарĕпех кăкласа ывăтнă  йывăç пек, кÿ килсе çапрĕ сăмсана, хура кĕркунне, чунĕ тухрĕ, тĕк пек çăмăл, сивĕ чăмăркки йăпшăнса кĕчĕ, икĕ симĕс хунар йăл çиçрĕ тата ытти те.

 

Видео

Хушма каҫӑсем

Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42