Теори материалӗсем
Лидия Сарине
Суя суйса сумлă пулаймăн çав. Шуç тупанĕ çине лартса хăварнă ачана шел. Аслисен, паллах, хăйсен нуши, хăйсен ĕçĕсем... —Пĕчĕк ача кăна-ха тесе эсир ăна суйма та юрать терĕр-им? — кăмăлсăррăн мăкăртатса илчĕ асламăшĕ. Тĕрĕс калать ват çын. Суя суйни лайăх мар. Чăнннинчен лайăххи, чăннинчен тĕрĕсси нимĕн те çук. Тĕрĕссине йышăнма йывăр, анчах та кайран ÿкĕнмелли пулмасть Володьăн ашшĕ пек. Калаври ĕç-пулăм каласа панипе мар диалогпа (икĕ е темиçе çыннăн калаçăвĕ) тата монологпа (уйрăм çыннăн калаçăвĕ е шухăшлавĕ) уçăлса пырать. Диалог – ĕç-пуçа аталантарма, сăнарсене сăнламалли, монолог вара персонажăн кăмăл-туйăмне, чун ыратăвне уçса паракан тĕп мелсем. Володя цирк курма каяссине ачасен калаçăвĕнчен, кукашшĕ парнеленĕ кĕпе тăхăнассине ашшĕпе амăшĕн тата ача калаçăвĕнчен, ачана улталаса хăварнине те, хăйсен айăпне каçарттарма май тупнине те Лидия Сарине диалогпа монолог урлă уçса парать. Ку калавра персонажсен калаçăвĕ урлă ĕç-пулăм (сюжет) йĕрки, çак ĕçсенче хайлаври сăнарсен сăн-сăпачĕ, шухăш-кăмăлĕ уçăлса пынине куратпăр. |
Хушма каҫӑсем
