Фонетикăпа графика. Орфографи

Теори материалӗсем

Фонетикăпа графика

Чӑваш алфавитӗнче 37 сас палли.

Фонетика –сасӑсем çинчен вӗрентекен наука. Пуплеври сасӑсем икӗ ушкӑна уйрӑлаççӗ: уçӑ сасӑсем, хупӑ сасӑсем. Уçӑ сасӑсене каланӑ чух сывлӑш юхӑмӗ çӑвартан ирӗклӗн тухать, нимӗнле чӑрмав та тӗл пулмасть.

Чӑваш чӗлхинчи уçӑ сасӑсем мӑшӑрлӑ. Пӗрисем – çемçе, теприсем – хытӑ.

[А], [ӑ], [ы], [у],[о] – хытӑ уçӑ сасӑсем

[э], [ӗ], [и], [ӳ] – çемçе уçӑ сасӑсем.

Чӑваш сӑмахӗсенче уçӑ сасӑсем хытӑлӑхпа çемçелӗх тӗлӗшӗнчен килӗшсе тӑраççӗ. Енчен те сӑмахри уçӑ сасӑсем пурте хытӑ пулсан ун пек сӑмахсене хытӑ сӑмахсем теççӗ. Тӗслӗхрен: кушак, лаша, сысна. Енчен те сӑмахри уçӑ сасӑсем пурте çемçе пулсан ун пек сӑмахсене çемçе сӑмахсем теççӗ. Тӗслӗхрен: пӗрре, иккӗ, виççӗ, илем. Сӑмахри уçӑ сасӑсем хытӑлӑхпа çемçелӗх тӗлӗшӗнчен килӗшсе тӑнине уçӑ сасӑсен килӗшӗвӗ (сингармонизм) теççӗ.  Енчен те сӑмахра çемçе уçӑ сасӑсем те, хытӑ уçӑ сасӑсем те пур пулсан ун пек сӑмахсене хутӑш сӑмахсем теççӗ. Тӗслӗхрен: асанне, асатте

 Чӑваш сӑмахӗсенче хытӑ сыпӑкри [л], [н] хупӑ сасӑсем ç, ч умӗн калаçура çемçен илтӗнме пултараççӗ, анчах çырура ь лартмаççӗ: мунча, пылчӑк, çулçӑ.

Сӑмах тӗпӗсем пекех, аффикссем те е хытӑ, е çемçе уçӑ сасӑллӑ пулаççӗ. Хытӑ сӑмахсем çумне аффиксӑн хытӑ варианчӗ, çемçе сӑмахсем çумне аффиксӑн çемçе варианчӗ хушӑнать: сӗтел-ӗн, шкул-ӑн. Чӑваш чӗлхинче сӑмахри уçӑ сасӑсен килӗшӗвне пӑсакан аффикссем пур. Вӗсем пурте çемçе вариантлӑ: -сем, -мӗш, -иччен, -чен(ччен), -серен, -скер, -ӗ(и)

Чӑваш сӑмахӗсенче икӗ уçӑ сасӑ юнашар тӑма пултараймасть.  Ку вӑл чӑваш фонетикин çирӗп саккунӗ. Чӑваш чӗлхинче вырӑсларан йышӑннӑ сӑмах сахал мар, вӗсенче чылайӑшӗнче икӗ уçӑ сасӑ юнашар тӑраканнисем те пур: поэт, поэма, дуэт.

Чӑваш чӗлхинче хупӑ сасӑсем икӗ ушкӑна уйрӑлаççӗ: 1) ялан янравлӑ хупӑ сасӑсем:  [в], [й],  [л], [л,] [м] [н] [н,] [р]. Шавлӑ хупӑ сасӑсем: [к], [п],  [с], [ç] [т], [х], [ч], [ш].

Чӑваш сӑмахӗсен варринче хупӑ сасӑсем кӗскен те, вӑрӑммӑн та илтӗнме пултараççӗ. Вӑрӑммӑн илтӗнекен хупӑ сасса çырура икӗ пӗр пек сас паллипе палӑртаççӗ: алӑ –аллӑ. Патӑр – паттӑр, тӗтӗм – тӗттӗм. Вӑрӑммӑн илтӗнекен хупӑ сасӑ сӑмах пуçламӑшӗнче тата вӗçӗнче тӗл пулмасть.

 Сӑмах сыпӑкӗсенчен пӗрне вӑйлӑрах каланине ударени (пусӑм)  теççӗ. Чӑваш ударенийӗн хӑйӗн йӗрки. Ударени ӑçта ӳкесси сӑмахра [ӑ] [ӗ] сасӑсем пуррипе çуккинчен килет.

Вырӑс чӗлхинчен улӑштармасӑр йышӑннӑ сӑмахсен ударенийӗ вырӑс чӗлхинчи пекех: дневник, учитель, доска, глобус.

Видео

Ҫыпӑҫтарнӑ файлсем

Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42