Синтаксиспа пунктуаци

Теори материалӗсем

Синтиксиспа пунктуаци

Синтаксис – чӗлхе ӑслӑлӑхӗн пуплев епле йӗркеленни çинчен вӗрентекен пайӗ. Шухӑша палӑртма эпир сӑмахсемпе, сӑмах майлашӑвӗсемпе, предложенисемпе усӑ куратпӑр. Предложенисем хутлӑ тата хутсӑр пулаççӗ.Предложенисенче чӗнӳ сӑмахӗсем те пулма пултараççӗ. Чӗнӳ сӑмахӗсем – кама е мӗне чӗнсе каланине кӑтартакан сӑмахсем. Чӗнӳ сӑмахӗсем предложенин нихӑш членне те пӑхӑнмаççӗ, нимӗнле ыйтура та тӑмаççӗ, çавӑнпа та предложени членӗ пулмаççӗ.  Шухӑша палӑртма пӗрлешекен сӑмахсем  мӗнле те пулин форма йышӑнаççӗ. Предложенисене пӗр-пӗринпе çыхӑнтарса текст йӗркелетпӗр. Текст уйрӑм предложенисенчен тӑрать. Текстсене виçӗ ушкӑна уйӑрма пулать: калав, сӑнлав, ӑслав.

   Предложенисем çырнӑ чухне эпир тӗрлӗ чарӑну паллисемпе усӑ куратпӑр. Чарӑну паллисем текста вулама çӑмӑллатаççӗ, предложенисен шухӑш тытӑмне тӗрӗс ӑнланма пулӑшаççӗ. Çавӑнпа çырӑва чарӑну паллисемпе йӗркелеççӗ. Чарӑну паллисем лартмалли йӗркене пунктуаци теççӗ.

Чарӑну паллисем йышне пирӗн ., : ? «» ! – ( ); кӗреççӗ.

Видео

Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42