Теори материалӗсем
Анлавлă сăмах пĕрлешĕвĕсем
Чăваш чĕлхи — хăйне евĕрлĕ чĕлхе. Вăл ытти чĕлхесенчен сăмахăн пĕлтерĕш сĕмĕсем нумай пулнипе палăрса тăрать. Унсăр пуçне сăмахăн калаçу юхăмĕнчи пĕлтерĕшĕ те тĕрлĕ ситуацинче тĕрлĕ пулать. Çакă чăваш чĕлхине вĕреннĕ чухне йывăрлăхсем кăларса тăратать. Çакă уйрăммах глаголсене вĕрентнĕ çĕрте сисĕнет. Чупса кайса кил, кайса тупса пар йышши çыхăнусене вĕреннĕ чухне чăваш чĕлхине вĕренме тăнă çынсем тăтăшах аптраса ÿкеççĕ.
Ун пек çыхăнусене япала ячĕсем те, паллă ячĕсем те, ытти пуплев пайĕсенче асăрхама пулать. Çак пулăм чăвашăн чĕлхе перекетлĕхĕн саккунĕпе çыхăннă.
Ăнлав е термин енчен пăхсан ку перектлĕхĕн çитменлĕхĕ те пур. Вăл кашни япалана, пулăма уйрăм ят пама чăрмантарать, словарьсем тăвас ĕçре чăрмавсем кÿрет. Çавăнпа та тĕнчере икĕ юхăм пур: пĕрисем сăмах майлашăвĕсене уйрăм çыраççĕ — япаласен, пулăмсен ячĕсене чăваш чĕлхинчи пек сăмах майлашăвĕсем урлă кăтартаççĕ, теприсем сăмах майлашăвĕсене искусствăллă майпа пĕрлештерсе уйрăм сăмах пек кăтартаççĕ (тĕслĕхрен: нимĕç чĕлхинче Stadt mitte (хула варри) тесе мар, Stadtmitte тесе çыраççĕ).
Чăваш чĕлхинче сăмах майлашăвĕсене яланах уйрăм çырма йышăннă. Çав вăхăтрах хăнăхнă йăлапа хăш-пĕр сăмах майлашăвĕсене пĕрле çырма та чармаççĕ (хĕрача, арçын, хĕрарăм тата ытти те).