Теори материалӗсем
Аффикссем çинчен
Чăваш чĕлхинче çĕнĕ сăмахсем хутшăнсах пыраççĕ. 50 çул каяллахи чăваш чĕлхипе паянхине танлаштарсан вуншар çĕнĕ сăмах хушăннине куратăн. Вĕсем хушшинче сăмах тăвакан аффикс хушшăннипе пулакан çĕнĕ сăмах та пайтах. Мĕнле аффикс-ха вăл сăмах тăвакан аффикс, урăх йышшисем те пур-и чăваш чĕлхинче? Çакна эпир аяларах илсе кăтартнă таблицăра кĕсен ăнлантарса патăмăр.
Сăмахсене танлаштарăр. Сăмах тымарĕпе аффиксĕсене тупăр.
пулă |
пулăпа |
пулăçă |
сÿре |
сÿресĕр |
сÿреле |
пăр |
пăрать |
пăркăч |
Хăш юпари сăмахсен аффикс хушăннипе пĕлтерĕшĕ улшăннă? Çак сăмахсене çырса илĕр, аффиксĕсене палăртăр.
Хăш юпари сăмахсен форми çеç улшăннă? Çак сăмахсене çырса илĕр, аффиксĕсене палăртăр.
Сăмахсене вулăр та танлаштарăр. Мĕнле уйрăмлăх сисрĕр?
çăка |
çăкалăх |
çăкан |
çăкалăхăн |
çăкана |
çăкалăха |
çăкара |
çăкалăхра |
Сăмаха улăштаркан аффикссене тупăр. Вĕсене кăларса пăрахсан мĕн юлать? Сăмах тымарĕ кунта хăшĕ?
Сăмахран ăна улăштаракан аффикса кăларса пăрахсан юлакан пайĕ – сăмах тĕпĕ.
Пĕрремĕш юпари сăмахсен тĕпĕ – çăка, иккĕмĕш юпари сăмахсен тĕпĕ – çăкалăх.
Сӑн пуххисем
Куç
Ҫыпӑҫтарнӑ файлсем
