Литература нормине пăхăнман сăмахсем

Теори материалӗсем

Калаçу чĕлхи

Пурăнан пурнăçра пирĕн тĕрлĕ çĕрте тата тĕрлĕ çынпа калаçма тивет. Шкулта эпир пĕр тĕрлĕ, килте, çывăх çынсемпе, юлташсемпе тепĕр тĕрлĕ калаçнине палăртса: "Ватăпа ватăлла, çамрăкпа çамрăкла», — тенĕ мĕн ĕлĕкренех. Калаçăвăн тĕп функцийĕ хутшăну функцийĕ, тĕп палли чĕрĕ  пуплев, диалог (икĕ е ытларах çын калаçни). Калаçнă чухне сăмахсене суйласа тăма, шухăша туллин те çыхăнуллă йĕркелеме вăхăт çук. Шухăша каласа пĕлтерме, час-часах, пуплев мĕнле лару-тăрура пулса иртни, сăмаха мĕнле интонаципе (сасăпа) калани, пит-куçа хускатни, ал-урана вылятни пулăшать. Çавăнпа та яланхи хутшăнура калас сăмахсене пурне те каламаççĕ, предложенисене час-часах çыхăнусăр йĕркелеççĕ.

Кулленхи калаҫура анлӑ усӑ куракан сӑмахсен тӗп пайӗ вӑл нейтраллӑ стиль сӑмахӗсем. Ытти сăмахсем е наукӑпа техника ӗҫӗсенче, е искусство кӗнекисенче, е учебниксенче, е ӗҫ хучӗсемпе документсенче тӗл пулаҫҫӗ.

Калаҫу стилĕн чĕлхин лексикине икĕ ушкӑна уйăрма пулать:

1) ахаль калаçу лексики. Ку ушкăна лексика диалектизмĕсене тата фонетика сăн-питне улăштарнă сăмахсене кĕртеççĕ: шăнаршă (сăпка), ати (атте);

  1. Калаçу стилĕн лексикине словарьте разг. е прост. тесе палăртаççĕ.
 

Сӑн пуххисем

Усал ача

ТирпейсĕрÇутçантăлка упрамастьКĕçĕннисене кÿрентерет

Видео

Ҫыпӑҫтарнӑ файлсем

Ҫӗнӗ материал
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио
2024.10.28 21:38
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сăвăра пурăнакан илем
2024.10.28 21:25
Ҫӗнӗ страница: Биографийĕ
2024.07.21 17:34
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: Çĕнĕ номер
2024.07.21 17:29
2024.07.21 17:14
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Чун туйăмĕ" проект урокĕ
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)