Диалект сăмахĕсем

Теори материалӗсем

Мĕн вăл диалект сăмахĕ?

Тӗрлӗ вырӑнта пурӑнакан чӑвашсен калаҫӑвӗнче расна уйрӑмлӑх пур. Ҫӗр улмине акӑ хӑш-пӗр вырӑнта паранкӑ, картахви, картухха е кантук тесе калаҫҫӗ. «Асатте» пӗлтерӗше те тӗрлӗ вырӑнта тӗрлӗ сӑмахпа кӑтартаҫҫӗ: маҫак, папай, тӑттӑ, атикка, асатте. Хӑҫан сӑмаха пӗрисем хӑнча, теприсем кҫон, кӑҫан тесе калаҫҫӗ. Чылай çĕрте урам тулли урапа чупать тесе калас вырӑнне орам толли орапа чопать теççĕ. Пӗр вырӑнта пурӑнакансен пĕр диалектизмсем, тепӗр вырӑнта пурӑнакансен урӑххисем пулаҫҫӗ. Диалектизмсем вырӑнне литература чӗлхинче урӑх сӑмахсем е сӑмахӑн урӑх формисем ҫирӗпленнӗ. Тĕслĕхрен, сутка, павар, тупа, марта вырӑнне литература чӗлхинче талӑк, лаҫ, ҫатма, вӗлле сӑмахсемпе усӑ кураҫҫӗ.

Радиора, театрта, телевиденире, кĕнекесенче, хаçат-журналта, шкулта т. ыт. çĕрте те усă куракан чĕлхене литература  чĕлхи теççĕ.

Уйрăм вырăнта, пĕр-пĕр районта, ялсенче çеç усă куракан сăмахсене вырăнти калаçу сăмахĕсем е диалект сăмахĕсем теççĕ.  Унашкал сăмахсене словарьсенче диал. тесе палăртаççĕ. Чăваш чĕлхинче виçĕ диалект: тури диалект, анатри тата хутăш диалект. Ку диалектсем пĕр-пĕринчен лексика, фонетика тата грамматика тĕлĕшĕнчен уйрăлса тăраççĕ. Тĕслĕхрен: турисем о-па калаçаççĕ (порнăç, пор, олттă, орпа), анатрисем – у-па (пурнăç, пур, улттă, урпа). Анатрисем асатте, аппа, çерçи, анне, кишĕр сăмахсемпе усă кураççĕ пулсан турисем çав сăмахсем вырăнне маçак, акай (аки), сала кайăк, апи, шĕкĕнтĕр теççĕ.

Тури диалектпа калаçакансен шутне Шупашкар, Муркаш, Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Элĕк, Çĕмĕрле районĕсем, анатрисен шутне Тăвай, Йĕпреç, Комсомольски, Патăрьел, Елчĕк, Шăмăршă, хутăш диалектпа калаçакансем шутне Çĕрпÿ, Сĕнтĕрвăрри, Куславкка, Красноармейски, Вăрнар, Вăрмар районĕсем кĕреççĕ.

 Чăваш литература чĕлхи анатри диалект çинче никĕсленнĕ. Литература чĕлхи нормине тури диалект паллисем те кĕнĕ. Тĕслĕхрен, сăмахсем çине пусăм тури диалектри пек ÿкет. Анатри чăвашсем  пусăма яланах сăмахăн юлашки сыпăкĕ çине тăваççĕ пулсан, тури чăвашсем калаçăвĕнче пусăм ăçта пуласси ă, ĕ сасăсем пуррипе çуккинчен килет.

 

Писательсемпе поэтсем хăйсен произведенийĕсенче диалектизмсемпе усă курнине час-часах асăрхама пулать. Диалектизмсем произведени геройĕ хăш вырăнта çуралса ÿснĕ çын пулнине кăтартма май параççĕ.

Сӑн пуххисем

Ăçта мĕнле калаççĕ-ши?

КишĕрКуянÇĕр улмиÇерçи

Видео

Хушма каҫӑсем

Ҫыпӑҫтарнӑ файлсем

Ҫӗнӗ материал
2021.11.07 10:38
Видео хушӑнчӗ: Василий Кервен, "Поэзи чĕлхи"
2021.11.07 10:37
2021.11.07 10:37
Видео хушӑнчӗ: Анатолий Хмыт: Афганистан çинчен
2021.11.07 10:34
Видео хушӑнчӗ: "Вилĕме утални" хайлав пирки
2021.11.04 14:24
2021.03.14 20:05
Видео хушӑнчӗ: Юра асламăшĕ
2021.02.27 16:02
2021.02.27 16:01
Ҫӗнӗ страница: Ĕмĕт нклоненийĕ
2021.01.23 22:33
2021.01.23 20:58
Ҫӗнӗ страница: Сăпайлăх сăмахĕсем