Кивелнĕ сăмахсем

Теори материалӗсем

Кивелнĕ сăмахсем

Пирĕн пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, вĕçĕмсĕр улшăнса, çĕнелсе пырать. Çавна май çынсем кулленхи ĕç хатĕрĕсемпе, япалапа усă курма пăрахаççĕ. Çав япаласене пĕлтерекен сăмахсемпе сайра-хутра çеç усă кураççĕ е вĕсем чĕлхерен пачах тухса ÿкеççĕ.

Чĕлхере тахçан авал ку е вăл сăмах пуррине çыру палăкĕсем тăрăх кăна пĕлетпĕр. Авал, акă, чӑвашсем мӑлатука «чохӑҫ» тенӗ иккен, анатри диалект нормипе вӑл «чухӑҫ» пулать. Ытти тӗрӗк чĕлхисенче мӑлатука халӗ те хӑйсен сӑмахӗпех палӑртаҫҫӗ: тутарсем чӳгёч, кумыксем чокюч, балкарсем чогюч, азербайджансем чэкич теҫҫӗ. Чӑваш чӗлхинче вырӑс чӗлхинчен йышӑннӑ мӑлатук сӑмах хӗснипе чохӑҫ сӑмах чӗлхерен тухса ӳкнӗ.

 Хальхи саманара тăпач, сутник, теçетник, пăт, пăтавкка, клеме, кусиле, авăн сăмахсене чылайăшĕ пĕлмеççĕ, мĕншĕн тесен вĕсене пĕлтерекен япали е ăнлавĕ халĕ çук ĕнтĕ.

Япалипе пĕрлех манăçа тухнă сăмаха историзм теççĕ.

Историзмсен шутне çакăн йышши сăмахсем çеç кĕреççĕ: 1) авалхи хатĕр ячĕсем  хăрт (вăрçă пуртти), айпăлта (çурма çаврака пуртă) т. ыт. те; 2) кивĕ тум ячĕсем  хушпу, тухья, шупăр, сурпан, тевет т. ыт. те; 3) кивĕ виçе ячĕсем  пăт, кĕрепенкĕ, мăскал, аршăн, чалăш т. ыт. те.

Чӗлхере ҫакӑн пек те пулать: хӑш-пӗр сӑмахсем кивелсе манӑҫа тухаҫҫӗ те, вӗсем вырӑнне ҫӗнӗ сӑмахсем килеççĕ. Тĕслĕхрен, пирӗн чӗлхери ялав, тупа, хĕрес, чир сӑмахсем каярах пулса кайнӑ сӑмахсем шутланаҫҫӗ. Авал ку сӑмахсем вырӑнне элем, ант, хуҫ, амак сăмахсемпе усă курнă.  Вӗсем халĕ пирӗншӗн кивелнӗ сӑмахсем. Вĕсене чӗлхе наукинче архаизмсем теҫҫӗ.

Куллен усă курма пăрахса çĕннисемпе улăштарнă сăмахсене кивелнĕ сăмахсем е архаизмсем теççĕ.

Историзмсемпе архаизмсене словарьсенче кив. (кивелнĕ сăмах) тесе палăртаççĕ.

Чĕлхере сăмах йышĕ вĕçĕмсĕр ÿссе пырать. Пурнăç аталанса пынă май çĕнĕ сăмахсемпе сăмах ушкăнĕсем те çуралаççĕ. Çĕнĕ япаласемпе пулăмсене тата ăнлавсене пĕлтерекен сăмахсене çĕнĕ сăмахсем е неологизмсем теççĕ.

 

Неологизм вăл  чĕлхене хальтерех кĕнĕ е халĕ çеç кĕрекен сăмах: йĕрлĕк, хайлăк.  Çĕнĕ сăмах вăхăт иртнĕ май  пурте усă курма тытăнсан неологизм пулма пăрахать. Тĕслĕхрен: ăслăх, ентешлĕх (пĕр енчисем), ĕçтеш, толерантность, юлташлăх (товарищество), мультимеди, продюссер, Интернет т. ыт. те

Видео

Хушма каҫӑсем

Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42