Йышăннă сăмахсем

Теори материалӗсем

Йышăннă сăмахсем

Чӗлхери сӑмахсем пурте пӗр харӑс пулса кайман. Хальхи чӑваш чĕлхи лексикине илес пулсан унта чи авалхи сӑмахсем те, каярахпа пулса кайнисем те, хальтерех пулнисем те пур. Унсӑр пуҫне урӑх чӗлхесенчен, тӗслӗхрен вырӑс чӗлхинчен, кӗнӗ сӑмахсем те (совет, радио, колхоз, бригадир, магазин) сахал мар. Чĕлхе лексикин йышӗнче тĕп чӑваш сӑмахӗсем йышлӑ.

Тӗп чӑваш сӑмахӗсем чӑваш чĕлхи лексикин никӗсӗ пулса тӑраҫҫӗ. Ку ушкӑна кулленхи пурнӑҫра усӑ куракан яланхи сӑмахсем кӗреҫҫӗ. Вӗсем япаласемпе пулӑмсене, япала  тата ӗҫ  паллине кӑтартакан сӑмахсем шутланаҫҫӗ. Тӗп чӑваш сӑмахӗсен ытларах пайӗ сӗм авалтанпах пырать. Вӗсем чӑваш чӗлхипе хурӑнташлӑ ытти тӗрӗк (тутар, пушкӑрт, казах, узбек, туркмен, кӑркӑс, азербайджан, каракалпак, кумык, нухай, якут, хакас, тува, алтай, уйгур, караим, гагауз тата ытти) чĕлхисенче те пур.

 Чăваш халăхĕ мĕн авалтанпах кÿршĕллĕ халăхсемпе хутшăнса пурăннă: суту-илÿ тунă, культура çыхăнăвĕсем тытнă. Çак хутшăнусене пула чăваш чĕлхине урăх чĕлхесенчен нумай-нумай сăмах кĕнĕ.

Чăваш чĕлхинче, ученăйсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, вырăс чĕлхинчен калаçу урлă кĕнисем (апат, пĕрене, пăрăс, купăста, кĕрпе),  улшăнмасăр хальтерех кĕнисем (трактор, ручка, область, тетрадь, галстук, демократи),  мари сăмахĕсем (кукăль, тенкел, чĕкеç), тутар сăмахĕсем (юлташ, минтер, чечек), араб сăмахĕсем (авал, мерчен, вăхăт, телей), перс сăмахĕсем  (асамат кĕперĕ, кĕсье, йĕтес, сурпан) т. ыт. чĕлхесенчен йышăннă сăмахсем тĕл пулаççĕ.

Вырăс чĕлхинчен калаçу урлă кĕнĕ сăмахсене мĕнле калатпăр, çапла çыратпăр. Çыру урлă кĕнисене, тĕпрен илсен, вырăс чĕлхинчи пекех çыратпăр.

Сăмахсене урăх чĕлхерен йышăннипе йышăнманнине, хăш чĕлхерен йышăннине этимологи словарĕнче вуласа пĕлме пулать.

Этимологи сăмахсем мĕнле пулса кайнине тĕпчет. Вăл — чĕлхе наукин пĕр пайĕ. Тĕслĕхрен: ялан, юлташ тутар чĕлхинчен кĕнĕ сăмахсем. Сăмах пуçламăшĕнче й сасă, ун хыççăн а, у сасăсем тăни сăмах тутар чĕлхинчен кĕнине пĕлтерет.

 

Чăваш чĕлхинче халĕ усă куракан б, г, д, ж, з, о, ф, ц, щ сас паллиллĕ  сăмахсем пурте вырăс чĕлхинчен çыру урлă йышăннăскерсем: дневник, будильник, диаграмма, журнал, ордер.

Сӑн пуххисем

Йышăннă сăмахсем

Йышăннă сăмахсем
Ҫӗнӗ материал
2021.11.07 10:38
Видео хушӑнчӗ: Василий Кервен, "Поэзи чĕлхи"
2021.11.07 10:37
2021.11.07 10:37
Видео хушӑнчӗ: Анатолий Хмыт: Афганистан çинчен
2021.11.07 10:34
Видео хушӑнчӗ: "Вилĕме утални" хайлав пирки
2021.11.04 14:24
2021.03.14 20:05
Видео хушӑнчӗ: Юра асламăшĕ
2021.02.27 16:02
2021.02.27 16:01
Ҫӗнӗ страница: Ĕмĕт нклоненийĕ
2021.01.23 22:33
2021.01.23 20:58
Ҫӗнӗ страница: Сăпайлăх сăмахĕсем