34§. Хальхи вăхăтри глаголсен сăпатланăвĕ
Теори материалӗсем
Хальхи вăхăтри глаголсен сăпатланăвĕ
|
Калаçнă чух пулакан ĕçе хальхи вăхăтри глагол пĕлтерет. Глаголсене хальхи вăхăтра сăпатланă чух аффикссем çак йĕркепе хушăнса пыраççĕ: глагол тĕпĕ + хальхи вăхăт аффиксĕ + сăпат аффиксĕ + нумайлă хисеп аффиксĕ. Тĕслĕхсем: сап+ат+ăп, кĕт+ет+ĕп, сап+ат+ăн, кĕт+ет+ĕн, сап+ать+ -, кĕт+ет + - , сап+ат+п+ăр, кĕт+ет+п+ĕр, сап+ат + - + ăр, кĕт+ет + - + ĕр, сап+аç+ç+ĕ, кĕт+еç+ç+ĕ. Нумайлă хисепре 2-мĕш сăпат аффиксĕ çук. 3-мĕш сăпат аффиксĕ пĕрреллĕ хисепре пулмасть, нумайлă хисепре – - ç-. Нумайлă хисеп аффиксĕ 1-мĕшпе 2-мĕш сăпатсенче -ăр(-ĕр), 3-мĕш сăпатра -ĕ пулать. |
Видео
Ҫӗнӗ материал
2026.02.11 22:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Ю. Скворцов "Амаçури" кĕске метражлă фильм, режиссерĕ - Николай Семенов
2026.01.31 12:54
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Тÿрĕ пуплевлĕ предложенисенче чарăну палли лартасси" урок планĕ
2026.01.30 23:17
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Петӗр Хусанкай. "Ҫӗршывӑмҫӑм, Чӑваш ҫӗршывӗ". Торгашова Эвелина вулать (Видео)


