30§. Глаголăн пурлă тата çуклă формисем
Теори материалӗсем
Глаголăн пурлă тата çуклă формисем
|
Ĕçе пĕлтерекен сăмахсене глагол теççĕ. Глагол ĕç пулнипе пулманнине кăтартма пултарать. Ĕç пулнине кăтартакан глагола пурлă формăри глагол теççĕ. Тĕслĕхсем: пулăшать (мĕн тăвать?), ăнланаççĕ (мĕн тăваççĕ?), итлерĕ (мĕн турĕ?), тăрăшрĕç (мĕн турĕç?). |
Глаголсем ĕç пулнине е пулассине çеç мар, пулманнине те, пулас çуккине те палăртаççĕ. Ĕç пулманнине кăтартакан глагола çуклă формăри глагол теççĕ. Тĕслĕхсем: пулăшмасть (мĕн тумасть?), ăнланмаççĕ (мĕн тумаççĕ?), итлемерĕ (мĕн тумарĕ), тăрăшмарĕ (мĕн тумарĕ?).
Ҫӗнӗ материал
2026.02.11 22:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Ю. Скворцов "Амаçури" кĕске метражлă фильм, режиссерĕ - Николай Семенов
2026.01.31 12:54
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Тÿрĕ пуплевлĕ предложенисенче чарăну палли лартасси" урок планĕ
2026.01.30 23:17
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Петӗр Хусанкай. "Ҫӗршывӑмҫӑм, Чӑваш ҫӗршывӗ". Торгашова Эвелина вулать (Видео)


