Словарьсемпе усă курасси

Теори материалӗсем

Словарьсемпе усă курасси

Чӗлхен сӑмах йышӗ словарьсенче палӑрать.

Словарьсем сăмахсене тĕрĕс çырма вĕрентнисĕр пуçне вĕсен тулли пĕлтерĕшне, лексика варианчĕсене, авалхи пулăвĕпе паянхи кун-çулне çутатаççĕ. Чĕлхе тĕпчевçисем словарьсене икĕ пысăк ушкăна уйăраççĕ: 

1) ăнлав словарĕсем – энциклопеди, логика, философи, поэтика словарĕсем;

2) чĕлхе словарĕсем – тĕллевне кура  ăнлантару, орфографи, куçару (чăвашла-вырăсла), терминологи, орфоэпи (тĕрĕс вуласа калаçмалли), этимологи, диалектологи (вырăнти калаçу уйрăмлăхне кăтартакан), фразеологи, синонимсен, антонимсен, омонимсен словарĕсем пулаççĕ. 

Сăмахăн пĕлтерĕшĕсене  ятарлă статьяра араб цифрипе çырса параççĕ.

Тĕп сăмах хыççăн пыракан словарь текстне словарь статйи теççĕ. Словарь статйинче тĕрлĕ кăтарту (грамматика, стилистика), сăмах тĕрлĕ çыхăнура пĕлтерĕш сĕмĕсене улăштарнине кăтартакан тĕслĕхсем, ăнлантарса пани е тепĕр статьяна вулама сĕнни пулма пултарать.

Омоним сăмахсене Рим цифрипе кăтартаççĕ.

Словарьсен тытăмне пĕлни пире сăмахсемпе калаçупа çырура тĕрĕс усă курма пулăшать.

Чӑваш сӑмахӗсене словаре пухас ӗҫе XVIII ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринчех тытӑннӑ.

Чи пирвайхи хут чӑваш сӑмахӗсем 1730 ҫулта Ф. И. Страленберг ятлӑ швед ҫынни  латин сас паллийӗсемпе пичетлесе кӑларнӑ кĕнекере ҫырӑннӑ. XVIII ӗмӗрӗн пӗрремӗш ҫурринче чӑваш пек вак халӑхсен историйӗпе, весен чӗлхипе паллашас, вӗсене ҫырса илес тĕллевпе Раҫҫейре Г. Ф. Миллер, И. Э. Фишер академиксем ертсе пынипе экспедицисем ирттернӗ. Ун чух вӗсем чӑваш чĕлхин лексикине те пухнӑ, пӗчӗк словарьсем хатӗрленӗ, вӗсенчен пӗри, Г. Ф. Миллер хатӗрлени, 1759 ҫулта нимӗҫле, 1791 ҫулта Петербургра «Описание трех живущих в Казанской губернии языческих народов...» кĕнекере вырӑсла пичетленсе тухнӑ. Ҫав словарьте 313 чӑваш сӑмахӗ.

1769 ҫулта Петербургра чӑваш чӗлхин пӗрремӗш грамматики «Сочинения, принадлежащие к грамматике чувашского языка» ятпа пичетленсе тухать. Унта тĕслĕхсене   словарь евĕрлĕ панӑ. Сӑмахсене пурне те вырӑс сас паллийӗсемпе ҫырнӑ. Ҫак чӑвашла-вырӑсла словарьте мӗнпурӗ 1304 сӑмах ҫырӑннӑ.

Чӑваш чӗлхин сӑмах пуянлӑхне ҫырса кӑтартнӑ словарь шутне Н. И. Ашмарин профессор хатӗрленӗ «Чӑваш сӑмахӗсен кӗнеки» кӗрет.

 

Хушма каҫӑсем

Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42