Теори материалӗсем
Япала ячĕсем çинчен вĕреннине пĕтĕмлетни
Япалана пĕлтерекен сăмахсене япала ячĕсем теççĕ. Япала ячĕсен ыйтавĕсем: кам? мĕн? камăн? мĕнĕн? кама? мĕне? камра? мĕнре? камран? мĕнрен? кампа? мĕнпе? камсăр? мĕнсĕр? камшăн? мĕншĕн? Япала ячĕсем предложенире тĕп членсем те, кĕçĕн членсем те пулма пултараççĕ. Япала ячĕсем хисеп тăрăх улшăнаççĕ. Нумайлă хисеп форми -сем аффикс хушăннипе пулать. Япала ячĕсем падеж тăрăх улшăнаççĕ. Япала ячĕсем падеж тăрăх улшăннине япала ячĕсен вĕçленĕвĕ теççĕ. Чăваш чĕлхинче пурĕ сакăр падеж. Вĕçленĕвĕ вара пĕр пĕр тĕслĕ çеç: кашни падежăн пĕрер аффикс пулать. Çемçе сăмахсем çумне хушăнакан аффикс падеж аффиксĕн фонетика варианчĕ кăна шутланать. Япала ячĕсене нумайлă хисепре вĕçленĕ чухне падеж аффиксĕсем нумайлă хисеп аффиксĕсем (-сем) çумне хушăнса пыраççĕ. Камăнлăх, пару, вырăн, туху падежĕсенче -сем вырăнне -сен пулать: хуласен, хуласене, хуласенче, хуласенчен. |
Хушма каҫӑсем
