19§. Уçă сасăпа пĕтекен япала ячĕсен вĕçленĕвĕ
Теори материалӗсем
Уçă сасăпа пĕтекен япала ячĕсен вĕçленĕвĕ
|
[и] сасăпа пĕтекен япала ячĕсен пару падежне палартнă чух е сас палли çырмалла: шăши – шăшие, пăши – пăшие. Сăмах вĕçĕнчи [ă], [ĕ] сасăсем умĕн пĕр хупă сасă çеç пулсан çав хупă сасă камăнлăхпа пару падежĕсенче вăрăмланать: сăвă – сăввăн, сăвва; тĕрĕ – тĕррĕн, тĕрре. [у], [ÿ] сасăсемпе пĕтекен япала ячĕсене камăнлăхпа пару падежĕсенче çапла çырмалла: çÿхÿ – çÿхĕвĕн, çÿхĕве; лару – ларăвăн, ларăва. |
Хушма каҫӑсем
Ҫӗнӗ материал
2026.02.11 22:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Ю. Скворцов "Амаçури" кĕске метражлă фильм, режиссерĕ - Николай Семенов
2026.01.31 12:54
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Тÿрĕ пуплевлĕ предложенисенче чарăну палли лартасси" урок планĕ
2026.01.30 23:17
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Петӗр Хусанкай. "Ҫӗршывӑмҫӑм, Чӑваш ҫӗршывӗ". Торгашова Эвелина вулать (Видео)


