Теори материалӗсем
Антонимсем
Хирĕçле пĕлтерĕшлĕ сăмахсене антонимсем теççĕ. Тӗслӗхсем: хура – шурӑ, вӑрӑм – кӗске, йывӑр – ҫӑмӑл, хуллен – хӑвӑрт. Кунта илсе кӑтартнӑ антоним мӑшӑрӗсен кашнин пӗлтерӗшӗ хире-хирӗҫлӗх пуррипе палӑрать. Антонимсем – яланах мӑшӑрлӑ сӑмахсем: пӗр сӑмахӑн пӗлтерӗшӗ теприн пӗлтерӗшне хирӗҫлет. Антоним пулма тĕрлĕ сăмах пултарать, анчах та кашни сӑмахӑнах (тӗслӗхрен, качака, кĕнеке, саккӑр, эпӗ) антоним пулма пултараймасть. Чӑваш чӗлхинчи антонимсенчен ытларахӑшӗ – паллӑ ячӗсем: хаяр – йӑваш, тарӑн – ӑшӑх, ансӑр – анлӑ. Япала ячӗсем те антонимлӑ пулаҫҫӗ: телей – инкек, савӑнӑҫ – хуйхӑ, ӗҫ – кану. Антоним глаголсем те сахалах мар: кай – кил, пар – ил, савӑн – кулян, ут – чуп, сут – ил т.ыт.те. Наречи пулакан антонимсем ытларах вӑхӑта, вырӑна, ӗҫ паллине пӗлтереҫҫӗ: пӗлтĕр – кӑҫал, ĕнер – паян т.ыт.те. Антонимсем пӗр пӗлтерӗшлӗ сӑмахсем те, нумай пӗлтерӗшлисем те пур. Нумай пӗлтерӗшлӗ сӑмахсен антонимсем темиҫе те пулма пултараҫҫӗ, мĕншĕн тесен сӑмахсем антонимлӑ пуласси вĕсен пӗлтерӗшӗсенчен килет. Тĕслӗхрен: сивĕ кун – шӑрӑх кун, сивĕ утюг – вĕри утюг, сивĕ пальто – ӑшӑ пальто, сивĕ ҫын – кӑмӑллӑ ҫын. Антоним пуплеве сӑнарлӑ та илемлӗ тума май парать. Çакă уйрăмах ваттисен сӑмахӗсемпе каларӑшсемшĕн кăтартуллă: Вĕренӳре йывӑр – ҫапӑҫура ҫӑмӑл. Тӑшман йănăлmamca хур тӑвать, тусу тавлашса ыр тӑвать. (Ват. сӑм.) Антонимсемпе илемлĕ литературăра та анлă усă кураççĕ. |
Сӑн пуххисем
Антонимсем
