15§. Сăмахсене пĕлтерĕш тăрăх ушкăнлани
Теори материалӗсем
Сăмахсене пĕлтерĕш тăрăх ушкăнлани
|
Чĕлхери сăмахсене пĕлтерĕш тăрăх ушкăнлама пулать. Япалана пĕлтерекен пуплев пайне япала ячĕ теççĕ. Унăн ыйтăвĕ – кам? мĕн? Тĕслĕх: Кам? – утарçă, летчик, анне, пичче. Мĕн? – лаша, сĕтел, ăвăс, курăк. Чылай япала ячĕ хисеп тăрăх улшăнать: утарçă – утарçăсем, лаша – лашасем, сĕтел – сĕтелсем. Япала паллине пĕлтерекен пуплев пайне паллă ячĕ теççĕ. Паллă ячĕ глагола та ăнлантарма пултарать. Унăн ыйтăвĕсем: мĕнле? ăçти? хăçанхи? Тĕслĕх: ĕçчен ача, лайăх вĕренет, çуллахи çумăр, уçланкăри сукмак. Япала мĕн тунине пĕлтерекен пуплев пайне глагол теççĕ. Унăн тĕп ыйтăвĕ: мĕн тăвать? Глагол вăхăт, хисеп, сăпат тăрăх улшăнать. |
Тĕслĕх: вулать – вулаççĕ, вуларĕ – вуларĕç, вулĕ – вулĕç.
Ҫӗнӗ материал
2026.02.11 22:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Ю. Скворцов "Амаçури" кĕске метражлă фильм, режиссерĕ - Николай Семенов
2026.01.31 12:54
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Тÿрĕ пуплевлĕ предложенисенче чарăну палли лартасси" урок планĕ
2026.01.30 23:17
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Петӗр Хусанкай. "Ҫӗршывӑмҫӑм, Чӑваш ҫӗршывӗ". Торгашова Эвелина вулать (Видео)


