Теори материалӗсем
Синонимсем
Синонимсем тесе çывăх е пĕр тан ăнлава пĕлтерекен сăмахсене калаççĕ. Чӑваш чӗлхи синонимсемпе пуян. Чылайăшĕ пӗр япалана пӗлтерекеннисем те (лаша – ут, ӑста – маҫтӑр, куршӗ – пускил, хурав – явап – ответ), пӗр пахалӑха кӑтартаканнисем те (кахал – наян, тирпейлӗ – таса – типтерлĕ), пӗр ӗҫе е пӗр евӗрлӗрех ӗҫе пӗлтерекеннисем те (макӑр – йӗр, савӑн – хӗпӗрте – хаваслан, калаҫ – пупле – юмахла – сӑмахла – халапла – пакӑлтат) пур. Пĕр йышши синонимсен пĕлтерĕшĕсем тан, шӑп пĕр пек пулаҫҫӗ, вĕсене тулли синонимсем теҫҫӗ. Ун пек тĕслĕхсем чӑваш чĕлхинче нумаях мар: чӳлмек – куршак, пуянлӑх – мул, кӳршӗ – пускил, сукмак – утма ҫул, ҫерҫи – сала кайӑк т.ыт.те. Стиль уйрăмлăхĕсем тесе лексика пĕлтерĕшĕсем пĕр пекрех килекен, тĕрлĕ стильсенче усă куракан сăмахсене калаççĕ. Тĕслĕхрен, наука стилĕнче çак синонимсем анлă сарăлнă: ĕнентер, çирĕплет. Çурт – кермен, лаша – урхамах, калаç – пакăлтат – сÿпĕлтет синонимсене илес пулсан çурт, лаша, калаç – пур чухне те усă курма май пур сăмахсем. Кермен, урхамах – илемлĕ литературăра, поэзире усă куракан сăмахсем, илемлĕ литература стильне кăтартуллă. Пакăлтат, сÿпĕлтет – кулленхи калаçура çеç тĕл пулакан ансат пуплев сăмахĕсем. Синонимсем калаçăва илемлĕ те сăнарлă тума пулăшаççĕ. |
Чĕлхере синонимсен ятарлă словарĕсем пулаççĕ. Синонимсемпе ăнлантару, куçару словарĕсенче те сăмах пĕлтерĕшне уçăмлатма усă кураççĕ.