Омонимсем

Теори материалӗсем

Омонимсем

Омонимсене нумай пӗлтерӗшлӗ сӑмахсемпе пӑтраштарма юрамасть, вӗсене пӗр-пӗринчен уйӑрма лайӑх пӗлмелле. Нумай пӗлтерӗшлӗ сӑмахӑн пӗлтерӗшӗсем пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑннӑ, тӗп пӗлтерӗш тавра ушкӑнланса тӑраҫҫӗ. Омоним сăмахсен пĕлтерĕшĕсенче вара пĕр пекки нимĕн те çук.

Омонимсем туллисем тата тулли маррисем пулаççĕ. Чӑваш чӗлхинче омоним пулакан сӑмахсем йышлӑ, акӑ вӗсенчен хӑшӗ-пӗри: Çакăн йышши омонимсене чĕлхе наукинче тулли омонимсем теҫҫӗ, мĕншĕн тесен вӑл сӑмахсем пĕр пуплев пайне кӗреҫҫӗ, сасӑ тытӑмӗ тӗлӗшӗнчен тӗрлӗ грамматика формисенче яланах пӗрешкел пулаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, сулӑ сӑмах нумайлӑ хисеп аффиксне йышӑнать (сулӑсем), падеж аффиксӗсем те пӗр пеккисем хушӑнса пыраҫҫӗ (суллӑн, сулла, сулӑра, сулӑран...), камӑнлӑх форми те пӗрешкел пулать (суллӑм, суллу, сулли).

Тулли омонимсем тесе пĕр пуплев пайне кĕрекен, пĕр пек илтĕнекен, пĕр пек çырăнакан, анчах тĕрлĕ пĕлтерĕшлĕ  сăмахсене калаççĕ. Тĕслĕхсем: сулӑ (алла тӑхӑнмалли капӑр япала) – сулӑ (юхан шыв тӑрӑх юхтарма пӗрлештерсе ҫыхнă пӗренесем). Кум иккĕшĕ те япала ячĕсем, иккĕшĕ те пĕрешкел формăсем йышăнаççĕ: сулă, — сулла, суллу.

Омоним сăмахсен пĕлтерĕшĕсене словарьте уйрăм статьясенче ăнлантараççĕ, Рим цифрипе палăртаççĕ.

Тĕслĕхрен:

Авăр I япала ячĕ  – япалан алăпа тытмалли пайне пĕлтерет: Вичкĕн пуртă та хăй аврине касаймасть. Шĕшлĕ аври.

Авăр II (иккĕмĕш пĕлтерĕшĕ) шыв çаврăнса тăракан тарăн вырăна пĕлтерет. 1. Куç умĕнчех авăр кимме шыва çавăрса илсе кĕрсе кайрĕ. 2. Пурнăç авăрĕ.

Авăр III (сăмахăн виççĕмĕш пĕлтерĕшĕ) – ĕçленине кăтартать. Арман авăрать.

Омоним сăмахсем тÿрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшпе те çÿреме пултараççĕ.

Тулли мар омонимсем хӑш-пӗр грамматика форми  пĕрешкеллипе пулаҫҫӗ, ытти формӑсенче сасӑ тӗлӗшӗнчен пĕр пек илтӗнмеҫҫӗ.

Тулли мар омонимсем виçĕ тĕсне кăтартаççĕ: омоформăсем, омофонсем тата омографсем.

Омоформăсем тесе тĕрлĕ пуплев пайне кĕрекен хăш-пĕр формăсем тÿр килсен калаççĕ. Тĕслĕхрен: çирĕм (х. я.) – çирĕм (гл.), утар (яп. я.), утар (яп. я.) – утар (гл).

Пĕр пуплев пайне кĕрекен сăмахсен формисем  те пĕр пек килсе тухма пултараççĕ: хурăн «береза» (яп. я., тĕп п.) – хурăн («хур» сăмахăн кам. п.), хĕрсем (упăшкин йăмăкĕ) – хĕрсем (хĕр» сăмахăн нум. х.), çил вĕрет («вĕр» глаголăн 3-мĕш с.) – яшка вĕрет («вĕре» глаголăн 3-мĕш с.), йытă вĕрет («вĕр» глаголăн 3-мĕш с.).

Пĕр пек илтĕнекен, анчах тĕрлĕрен çырăнакан сăмахсене омофонсем теççĕ. Чăваш чĕлхинче омофон нумаях мар. Тĕслĕхрен: виççе пар («виçсе пар» çыраççĕ) – виççе пар (виçĕ тенке пар), хушша хур («хушса хур» çыраççĕ) – хушша хур (пĕр-пĕр япала хушшине хур).

Омофонсем вырăс чĕлхинчен сăмахсем йышăннă пирки те пулса каяççĕ: сут (гл.) – суд (яп. я.), сăмах вĕçĕнчи д янрамасăр илтĕнет.

Пĕр пек илтĕнекен пайăр тата пайăр мар ятсем те омофон шутланаççĕ: Роман роман, Турхан турхан, Илпек илпек, Вашават вашават.

Пуплев юхăмĕнче хăш-пĕр сăмах çыхăнăвĕ уйрăм сăмах евĕрлĕ илтĕннипе те пулма пултарать: Купăста ăнса пулчĕ Петĕр купăс та туянчĕ.

Пĕр пуплев пайне кĕрекен, пĕр пек çыракан, анчах тĕрлĕ илтĕнекен сăмахсене омографсем теççĕ.

 

Чăваш чĕлхинче омографсем сахал. Тĕслĕхрен, «т'ир' «кожа» (чăваш сăмахĕ) – т'ир (пăшал пемелли вырăн).  Вырăс чĕлхинчен йышăннă  сăмах вĕçĕнче «р» сасă хытă илтĕнет, чăваш сăмахĕнче «р» сасă сингармонизм законне пула çемçе илтĕнет. Çырасса икĕ сăмахне те пĕр пек çыраççĕ. 

Сӑн пуххисем

Омонимсем

Омонимсем
Ҫӗнӗ материал
2021.11.07 10:38
Видео хушӑнчӗ: Василий Кервен, "Поэзи чĕлхи"
2021.11.07 10:37
2021.11.07 10:37
Видео хушӑнчӗ: Анатолий Хмыт: Афганистан çинчен
2021.11.07 10:34
Видео хушӑнчӗ: "Вилĕме утални" хайлав пирки
2021.11.04 14:24
2021.03.14 20:05
Видео хушӑнчӗ: Юра асламăшĕ
2021.02.27 16:02
2021.02.27 16:01
Ҫӗнӗ страница: Ĕмĕт нклоненийĕ
2021.01.23 22:33
2021.01.23 20:58
Ҫӗнӗ страница: Сăпайлăх сăмахĕсем