Теори материалӗсем
Сăмахсен тÿрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшĕсем
Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, яланах çĕнелсе улшăнса пырать. Çĕнĕ япала, çĕнĕ паллă, çĕнĕ ĕç пулса иртмессерен вĕсене палăртма çынсем яланах çĕнĕ сăмах е сăмах майлашăвĕ тупаççĕ. Кирек мĕнле сăмахăн та чи малтанхи, тÿрĕ, тĕп пĕлтерĕшĕ пур. Ун çине таянса çĕнĕ пĕлтерĕш пулать. Урăхла каласан çынсем пĕр-пĕр ăнлава кăтартакан сăмахпах тепĕр ăнлава палăртма пуçлаççĕ: пĕр-пĕр ĕçе кăтартакан сăмах тепĕр ĕç çине. Çавăнпа та каярах пулса кайнă пĕлтерĕше куçăмлă пĕлтерĕш теççĕ. Куçăмлă пĕлтерĕшлĕ чухне япаласем, пулăмсем мĕн енчен те пулин пĕр пекрех пулнине кура ăнлав ячĕ тепĕр палăртма тытăнать. Çавна май сăмахăн тĕп пĕлтерĕшĕнчен куçăмлă пĕлтерĕшсем аталанса каяççĕ. Акă ылтăн çĕрĕ сăмах майлашăвĕнче ылтăн сăмаха тÿрĕ пĕлтерĕшпе каланă, вăл çĕрре мĕнрен тунине пĕлтерет. Çак сăмах ылтăн çын тĕслĕхре куçăмлă пĕлтерĕш туяннă. Ылтăн çын, ылтăн алă тенĕ чухне çын е алă ылтăнран пулнине мар — çын çав тери лайăх, маттур, ĕçчен, пуриншĕн те хаклă, пĕлтерĕшлĕ пулнине пĕлтерет. Çак майпа ылтăн сăмахăн куçăмлă пĕлтерĕшĕ аталанса кайнă. Тепĕр чух чĕрĕ мар япаласене, пулăмсене чĕрĕ чун пек е этем пек сăнласа кăтартаççĕ: Çăлтăрсем вăййа тухатчĕç, Ялкăшатчĕç хĕм сапса... Уйăх тăлăххăн шăватчĕ, Мăшăр çукшăн хурланса... (А. Галкин.) Илемлĕ литературăра сăмахăн куçăмлă пĕлтерĕшĕпе илемлĕх мелĕ тума усă кураççĕ. Словарьсенче сăмахăн куçăмлă пĕлтерĕшĕсене тÿрĕ пĕлтерĕшĕ хыççăн кăтартаççĕ. Сăмахăн куçăмлă пĕлтерĕшĕсем ытти сăмахсемпе сăмах майлашăвĕсен, предложенисен çыхăнăвĕнче çеç палăраççĕ. Сăмах хăй темиçе пĕлтерĕшлĕ пулсан та уйрăм предложенире пĕр пĕлтерĕшлĕ çеç пулать. Куçăмлă пĕлтерĕшсем, тĕпрен илсен, виçĕ мелпе пулаççĕ: 1) объектсем пĕр пек пулнине шута илнипе; 2) пĕр объект теприне çыхăнура тăнине курнипе; |
3) пайĕпе пĕтĕм объекта палăртнипе.
Сӑн пуххисем
Сăмахсен тÿрĕ тата куçăмлă пĕлтерĕшĕсем
