Пĕр пĕлтерĕшлĕ тата нумай пĕлтерĕшлĕ сăмахсем

Теори материалӗсем

Пĕр пĕлтерĕшлĕ тата нумай пĕлтерĕшлĕ сăмахсем

Чăваш сăмахĕсем, ытти чĕлхесенчи пекех, пĕр пĕлтерĕшлĕ те, нумай пĕлтерĕшлĕ те пулма пултараççĕ. Хăш-пĕр сăмахсем пĕр пĕлтерĕшпе кăна çÿреççĕ. Тĕслĕхрен, «чÿрече» сăмахăн пĕр пĕлтерĕш çеç – çурт ăш-чиккине çутă кĕме ятарласа тунă çутă хушăк. Темиçе ăнлава пĕлтерекен сăмахсене нумай пĕлтерĕшлĕ сăмахсем теççĕ.

Сăмахăн пĕлтерĕшĕ пĕрре çеç пулсан ăна пĕр пĕлтерĕшлĕ сăмах теççĕ.

Сăмахсен ытларах пайĕ нумай пĕлтерĕшлĕ. Сăмахпа литература чĕлхинче нумай вăхăт хушши усă кураççĕ пулсан унăн çĕнĕ пĕлтерĕшĕсем аталанса каяççĕ. Тĕслĕхрен: 1. Кантăкăн пĕр куçĕ ыттисенчен пысăк. 2. Алисан куçĕ ытла та хитре, кăн-кăвак чечеке аса илтерет. 3. Асанне йĕп куçне тирес тесе нумайччен асапланчĕ.  4. Çĕнĕ çул иртнĕ хыççăн çĕр улми куçĕсем калча яма пуçларĕç. 5. Çак улăха эпĕ кăвакарчăн куçне ытараймасăр килетĕп, вĕсем çине пăхса чунтан киленетĕп.

Çак пилĕк тĕслĕхре куç сăмахăн пĕлтерĕшĕ кашни предложенире тĕрлĕрен. Пĕрремĕш предложенире — чÿрече кантăкĕн уйрăм лаптăкĕ, иккĕмĕш предложенире– этем ÿт-пĕвĕн пайĕ, курмалли орган; виççĕмĕш тĕслĕхре — çĕлемелли йĕпĕн çип тирмелли унки, тăваттăмĕшĕнче – çĕр улмин папка тухмалли вырăнĕ, пиллĕкмĕш предложенире вара –  чечек ячĕ. Пĕлтерĕш нумай пулсан та — пĕр-пĕрин хушшинче çыхăну пур.

Сăмах пĕр е нумай пĕлтерĕшлĕ пулнине куçару е ăнлантару словарĕсене пăхса пĕлме пулать. Нумай пĕлтерĕшлĕ сăмахсен тĕрлĕ пĕлтерĕшне пĕр статьярах шырамалла. Унта пĕлтерĕше араб цифрисемпе (1, 2, 3, 4...) палăртаççĕ, тĕслĕхсемпе çирĕплетсе, ăнлантарса параççĕ. Тĕслĕх:

Вăрăм 1. Вăрăм (длинный). Вăрăм çÿç. 2. Çÿллĕ (высокий). Вăрăм (çÿллĕ) ар çын. 3. Нумай вăхăт (продолжительный, долгий, длительный). Вăрăм ĕмĕр.

 

Сӑн пуххисем

Пĕр пĕлтерĕшлĕ тата нумай пĕлтерĕшлĕ сăмахсем

Пĕр пĕлтерĕшлĕ тата нумай пĕлтерĕшлĕ сăмахсем
Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42