Лексика çинчен ăнлантарни. Сăмах пĕлтерĕшĕ

Теори материалӗсем

Лексика çинчен ăнлантарни

Кашни халăх хăйĕн чĕлхипе калаçать. Кирек мĕнле чĕлхере те сăмах йышĕ питĕ пысăк. Чĕлхери мĕн пур сăмах йышне лексика теççĕ. Çапла вара, чăваш лексики   тени  чăваш чĕлхин сăмах йышне пĕлтерет. «Лексика» сăмах пĕр-пĕр писатель хăйĕн произведенийĕсенче усă курнă  сăмах йышне те пĕлтерет, тĕслĕхрен — К. В. Иванов лексики, Ç. Элкер лексики.

Чĕлхере усă куракан сăмахсен шутне пĕлсе çитерме те май çук, мĕншĕн тесен вăл вĕçĕмсĕр улшăнса тăрать. Вăхăт иртнĕ май кивĕ сăмахсем чĕлхерен тухса ÿкеççĕ, çĕннисем кĕрсе пыраççĕ. Чĕлхери сăмах йышĕ мĕн чухлĕ пулнине словарьсем тăрăх пĕлме пулать пек, анчах та ку таранччен сăмах хисепне тĕп-тĕрĕс кăтартакан словарь нихăш халăхăн та пулман-ха. Акă 1982 çулта пичетленсе тухнă  «Чăвашла-вырăсла  словарĕн»  401-мĕш  страницисенче  вăтăр  икĕ сăмах илсе кăтартнă. Вĕсем  пурте тĕп чăваш сăмахĕсем, анчах çăк, çăкăн, çăлă, çăклă сăмахсене  пурте пĕлмеççĕ пулĕ, е пĕлсен те  хăш-пĕр сăмах пĕлтерĕшне тĕрĕс ăнлантарма çăмăл мар. Тăван чĕлхе лексикине вĕренсе эпир пуплевре усă курмалли  сăмахсен пуянлăхне, пуплев культурине ÿстеретпĕр. Чĕлхе лексикине вĕренни сăмах пĕлтерĕшне, пĕлтерĕш сĕмĕсене туйса илме, сăмахпа вырăнлă та пĕлсе усă курма пулăшать.

Кашни сăмахăн хăйĕн пĕлтерĕшĕ пур. Кашни сăмах мĕне те пулин пĕлтерет. Тĕслĕхрен: купăс кĕвĕ каламалли хатĕр. Çакă «купăс» сăмахăн хăйне уйрăм пĕлтерĕшĕ. Арман тырă авăртмалли çурт. Ку —  «арман» сăмахăн лексика пĕлтерĕшĕ пулать.

Лексика пĕлтерĕшĕсĕр пуçне сăмахсен грамматика пĕлтерĕшĕ те пур, ку пĕлтерĕш вăл – сăмах формисен пĕлтерĕшĕ.  Тĕслĕхрен,  суйлавçă  сăмахăн лексика пĕлтерĕшĕ – суйлава хутшăнакан çын. Çак сăмах  грамматика тĕлĕшĕнчен япала пĕлтерĕшлĕ, çавăнпа вăл япала ячĕ пулать, тĕп падежра, пĕрреллĕ хисепре тăрать; пулăвĕ енчен иккĕмĕшле сăмах  –  суйлав япала ячĕ çумне -çă аффикс хушăнса пулнă. Суйлав хăй те – иккĕмĕшле сăмах, вăл суйла глагол çумне аффикс хушăнса пулнă. Суйлавçă сăмах ытти грамматика формисенче те пулма пултарать: суйлавçăн (кам. п.), суйлавçăсем (нум.х., тĕп п.), суйлавçи (кам. форми, 3-мĕш сăпат).

Унсăр пуçне кашни сăмахăн хăйĕн чĕлхе (стиль) уйрăмлăхĕ пур. Уйрăм шухăша палăртас тенĕ чухне (тĕрлĕ сăлтава пула) эпир çак сăмах пĕлтерĕшĕн  тĕрлĕ сĕмне шута илсе кирлине суйласа илетпĕр. Тĕслĕхрен: Вăл тăраниччен сĕт ĕçрĕ Вăл тăраниччен сĕт лаккарĕ. Лаккарĕ сăмах сĕт ĕçнинех палăртать, анчах ку сăмахра çынна хаклама  май паракан сĕм пурри курăнса тăрать.

 

Сăмахсен лексика пĕлтерĕшĕсене ăнлантару словарĕсенче çырса кăтартаççĕ.

Сӑн пуххисем

Лексика çинчен ăнлантарни

Сăмах пĕлтерĕшĕ
Ҫӗнӗ материал
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио
2024.10.28 21:38
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сăвăра пурăнакан илем
2024.10.28 21:25
Ҫӗнӗ страница: Биографийĕ
2024.07.21 17:34
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: Çĕнĕ номер
2024.07.21 17:29
2024.07.21 17:14
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Чун туйăмĕ" проект урокĕ
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)