Чăваш ударенийĕпе вырăс ударенийĕ

Теори материалӗсем

Чăваш ударенийĕпе вырăс ударенийĕ

Вырăс сăмахĕсен ударени йĕрки ирĕклĕ. Вăл сăмахăн кирек хăш сыпăкĕ çине те ÿкме пултарать: а'дрес, маши'на, агроно'м, алфави'т.  Сăмахăн формине ударени куçса çÿрет: учи'тель, учителя', учителе'й.

Чăваш чĕлхинче ударени ăçта ÿкесси [ă], [ĕ] сасăсем ăçта тăнинчен килет.

1. [Ă], [ĕ] сасăсем çук пулсан  сăмахра ударени яланах юлашки сыпăк çине ÿкет: ута'ть, киле'т.

2. Сăмах [ă], [ĕ] уçă сасăсенчен çеç тăрать  пулсан ударени яланах пĕрремĕш сыпăк çине ÿкет: пу'рăн, ки'лĕ.

 

3. Сăмах сыпăкĕсенче [ă], [ĕ] сасăсемпе пĕрле ытти вăйлă уçă сасăсем те пур пулсан ударени яланах юлашки вăйлă уçă сасă çине ÿкет: пурăна'сшăн, савăна'тăп

Хушма каҫӑсем

Ҫӗнӗ материал
2021.11.07 10:38
Видео хушӑнчӗ: Василий Кервен, "Поэзи чĕлхи"
2021.11.07 10:37
2021.11.07 10:37
Видео хушӑнчӗ: Анатолий Хмыт: Афганистан çинчен
2021.11.07 10:34
Видео хушӑнчӗ: "Вилĕме утални" хайлав пирки
2021.11.04 14:24
2021.03.14 20:05
Видео хушӑнчӗ: Юра асламăшĕ
2021.02.27 16:02
2021.02.27 16:01
Ҫӗнӗ страница: Ĕмĕт нклоненийĕ
2021.01.23 22:33
2021.01.23 20:58
Ҫӗнӗ страница: Сăпайлăх сăмахĕсем