Теори материалӗсем
Сăпайлăх сăмахĕсем
Пĕр-пĕринпе хутшăннă чухне чăваш тарават, кăмăллă пулма тăрăшать. Кăмăла çавăрмалли сăмахсем йышлă. Вĕсемпе усă курни кашниншĕн вырăнлă та усăллă. Саламламалли сăмахсем: Вăй патăр! Ман(ăн) килес! Пирĕн килес! Килĕрех! Килсем(ĕр!) Мĕнле пурăнатăр? Мĕнле çÿретĕр? Сывă-и? Ырă кун (каç) пултăр! Ирхи салам! Чăвашăн ырă ир сунас йăла пулман. Çавăнпа та «Ырă ир пултăр!» тени тĕрĕс мар. Пĕр-пĕринчен уйрăлнă чухне те тарават та ăшпиллĕ пулма тăрăшмалла. Ку вăл çын хăйне халăх çинче тытма пĕлнине кăтартать. Акă сывпуллашнă чухне каламалли хăш-пĕр сăмахсем: Тепре куриччен! Каяс пуль! Сывă юлăр! Килсех çÿрĕр! Лайăх кайăр! Пире ан ман! Чипер кай(ăр)! Ыйху тутлă пултăр! Ырă кăмăлпа тав туса калани питех те пархатарлă. Тав сăмахне калама манман çынна ыттисен ĕçне хисеплеме пĕлет теççĕ. Акă тав тунă чух каламалли хăш-пĕр сăмахсем: Тав(ах) сана (сире)! Тав ăватăп! Санăн (сирĕн) кăмăл(ăр) çу (пыл) пекех!Тархасшăн! Ĕçÿ ăнса пытăр! Ырă суннă чухне каламалли сăмахсене кашниех хăйĕн пултарулăхĕпе кăмăл еккине кура суйлать: Часрах сывал(ăр)! Сĕт çулпа кайса çу çулпа килмелле пултăр! Ыйху тутлă пултăр! Апачĕ тутлă пултăр! |