Теори материалӗсем
Чăваш чĕлхинчи сасăсемпе вырăс чĕлхинчи сасăсем
Чăваш чĕлхинче 9 уçă сасă (фонема). Тĕпрен илсен, чăваш чĕлхинчи уçă сасăсемпе вырăс чĕлхинчисем пĕрешкел илтĕнеççĕ: тар – дар, тус – дус, хыр – сыр, пил – пил, мел – мел. [Ӳ] уçă сасă, [у] сассăн çемçе варианчĕ, (пулăм – пÿлĕм, ут - ÿт) вырăс чĕлхинче çук. [Ă], [ĕ] уçă фонемăсем чăваш чĕлхинче сăмах пуçламăшĕнче, варринче, вĕçĕнче тăма пултараççĕ: [Ă], [ĕ] евĕрлĕрех сасăсем вырăс чĕлхинче те пур, анчах вĕсене çырура палăртмаççĕ. Ытларах чухне çакăн пек сасăсем вырăс сăмахĕн ударени ÿкмен сыпăксенче тĕл пулаççĕ: Тĕслĕхрен: автор, трактор, север, катер. Чăваш чĕлхинчи [ă], [ĕ] сасăсене фонема теççĕ. Фонемăсем шутне [ÿ], [ç] сасăсем те кĕреççĕ. Вĕсем сăмахсене пĕр-пĕринчен уйăрса илме пай параççĕ: тавар – тăвăр – тавăр – тăвар; пур – пÿр, пĕлĕт – пĕлет, сисĕм – çиçĕм. Чăваш чĕлхинче уçă сасăсем сăмахра хытăлăхпа çемçелĕх енчен килĕшсе тăраççĕ, сингармонизм законне пăхăнаççĕ: вăйлă, утăм, утмăл (хытă сăмахсем); пĕлĕм, тивлет, киленĕç (çемçе сăмахсем). Вырăс чĕлхинче кун пек килĕшÿ çук. Чăваш чĕлхинче вырăс чĕлхипе танлаштарсан хупă сасăсен (фонемăсен) уйрăмлăхсем пур. 1. Чăваш чĕлхинче çемçе уçă сасă хăй умĕнчи сасса та, хăй хыçĕнчи сасса та çемçетет: тикĕт [т'ик'ĕт'], кĕпер [к'ĕп'ер'], хĕвел [х'ĕв'ел']. Вырăс чĕлхинче çемçе уçă сасă умĕнчи хупă сасса çеç çемçетет, хыçĕнчине çемçетмест: чăв. [м'им'ĕр'] [т'ир'] [п'ил']. выр. [м'ир] [т'ир] [п'ил]. Вырăс чĕлхинче çемçе уçă сасă хыççăнхи хупă сасса çемçелĕхне палăртма ь палли çыраççĕ, чăваш чĕлхинче — çырмаççĕ: тин – небо синь, пит – пить (молоко), кил – киль. |
2. Чăваш чĕлхинче сăмах варринчи хупă сасăсем янăраса илтĕнме пултараççĕ, вырăс чĕлхинче ун пек мар: упа [уба] – крупа, лаша [лажа] – каша, утă [удă] – утка.
Хушма каҫӑсем
