5§. Вăрăм хупă сасăсене икĕ сас паллипе палăртасси
Теори материалӗсем
Вăрăм хупă сасăсене икĕ сас паллипе палăртасси
Хупă сасă вăрăммăн илтĕннине çырура икĕ пĕрешкел сас паллипе палăртаççĕ: аппа, пичче, шăллăм, çулла, хĕлле. Сăмах пайĕсене куçарнă чухне вăрăмланакан хупă сасăран пĕрне çав йĕркерех хăвармалла, теприне тепĕр йĕркене куçарса лартмалла: ат-те, ан-не, ват-ти, улт-тă, çич-чĕ, сак-кăр, тăх-хăр. Астăвăр: пĕр сас паллине сăмахран уйăрма юрамасть!
|
Чуххăмăн шутланă чухне хисеп ячĕ варринчи хупă сасă вăрăмланать: пĕрре, иккĕ, виççĕ. Япала хисепне палăртса шутланă чухне сăмах варринчи хупă сасă вăрăмланмасть: пĕр ача, икĕ пукан, виçĕ кĕнеке.
Видео
Ҫӗнӗ материал
2024.07.21 17:10

Ðидео Ñ
ÑÑÓнÑÓ: Петӗр Хусанкай. Ҫӗршывӑмҫӑм, Чӑваш ҫӗршывӗ. Торгашова Эвелина вулать