Теори материалӗсем
Предложени
Предложени вĕçленнĕ шухăша пĕлтерет, вăл сăмахсенчен йĕркеленет. Кам е мĕн çинчен каласа пĕлтерекен предложение калуллă предложени теççĕ. Ун вĕçне точка лартаççĕ. Ыйтса калакан предложение ыйтуллă предложении теççĕ. Ун вĕçне ыйту палли лартаççĕ. Сасса ÿстерсе калакан предложенисем – кăшкăруллă предложенисем. Вĕсен вĕçне кăшкăру палли лартаççĕ. Предложенин тĕп членĕсем – подлежащи тата сказуемăй. Подлежащи ĕç тăваканнине, сказуемăй унăн ĕçне пĕлтерет. Подлежащи ыйтăвĕсем: кам? мĕн? Сказуемăй ыйтăвĕсем: мĕн тăвать? мĕн тăваççĕ? мĕн турĕ? мĕн турĕç? мĕн тунă. Предложенисенче çын ятне, ашшĕ ятне, хушаматне пысăк сас паллинчен пуçласа çырмалла. Авал чăвашсен урăх ятсем – тĕп чăваш ячĕсем пулнă. Ун чухне кашни ят пĕлтерĕшлĕ пулнă. Ачана мĕнле ят хурасси тĕрлĕ сăлтавран – ун сăн-питĕнчен, кăмăлĕнчен, хăçан, ăçта çуралнинчен – килнĕ. Илемлĕ пит-куçлă ачана Илемпи, Илемен ятсем хунă. Нарăс уйăхĕнче çуралнă арçын ачана Нарăшка, хĕр ачана Нарспи ят панă. Арçын ачисем вăйлă та патвар пулччăр тесе ĕмĕтленсе вĕсене Тимĕр, Юман, Арăслан, Пуянтай ятсем хунă. Авалхи ятсем хушшинче кайăка пĕлтерекеннисем те пулнă: Шăпчăк, Чĕкеç, Пăрчăкан. Çакăн пек тĕп чăваш ячĕсем халĕ сайра тĕл пулаççĕ.
|