Ударени (пусăм)

Теори материалӗсем

Ударени

Сăмахри сыпăксенчен пĕрне вăйлăрах каланине ударени (пусăм) теççĕ. Чăваш чĕлхинче ударени ÿкесси кĕске, (е вăйсăр) уçă сасăсенчен килет. Кĕске  е вăйсăр уçă сасăсен шутне [ă], [ĕ] уçă сасăсем кĕреççĕ. Чăваш сăмахĕсенче ударение тĕрĕс лартас тесен çак правилăсене асра тытмалла:

1. Сăмахра [ă], [ĕ] сасăсем пулмасан ударени яланах юлашки сыпăк çине ÿкет. Тĕслĕхрен: Кукама'й, асанне', пахча', пушма'к, шкулта'н.

2. Сăмахри уçă сасăсем пурте [ă], [ĕ], кĕске (е вăйсăр) уçă сасăсем  пулсан ударени яланах пĕрремĕш сыпăк çине ÿкет: вă'йлă, кĕ'мĕл, кă'мăллă, шĕ'шкĕлĕх, хă'мăл.

Ытти чухне [ă], [ĕ] уçă сасăсем çине ударени нихçан та ÿкмест.

3. Сăмах сыпăкĕсенче [ă], [ĕ] сасăсемпе пĕрле ытти вăйлă уçă сасăсем те пулсан ударени юлашки вăйлă уçă сасă çине ÿкет.

Тĕслĕхрен: чĕлхе'мĕр, çăпата', кăмакаçăра'н, кăвака'рчăн, çĕнте'рÿ, вĕренеке'н.

4. Кĕске (е вăйсăр) [ă], [ĕ]  уçă сасăсем юлашки сыпăкра е юлашки сыпăксенче тăраççĕ пулсан ударени яланах вĕсен умĕнчи юлашки вăйлă уçă сасă çине ÿкет.

Тĕслĕхрен: Са'вăнăç, çу'мăр, çанта'лăк, каппа'йчăк, ху'рăнлăх.

 

Сӑн пуххисем

Ударени

Ударени
Ҫӗнӗ материал
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио
2024.10.28 21:38
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сăвăра пурăнакан илем
2024.10.28 21:25
Ҫӗнӗ страница: Биографийĕ
2024.07.21 17:34
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: Çĕнĕ номер
2024.07.21 17:29
2024.07.21 17:14
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Чун туйăмĕ" проект урокĕ
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)