Тăван чĕлхе

Теори материалӗсем

Тӑван чӗлхе

Кашни халăхăн хăйĕн тăван чĕлхи пур. Халăха унăн чĕлхи тытса тăрать.

Тĕнчене килнĕ халăхсем тем тĕрлĕ чĕлхепе те калаçаççĕ. Тĕпчевçĕсем каланă тăрăх, тĕнчере пурĕ 3 пине яхăн чĕлхе. Теприсен шухăшĕпе, чĕлхесен шучĕ 5 пине те çитет. Чĕлхе – пĕлÿ, ăрусен ăс пурлăхне пухма, ăна упраса хăварма, çавна май тĕрлĕ ÿнере, культурăна, ăслăлăха аталанма май туса парать. Чĕлхе халăх ăс-тăнĕн пуянлăхĕ, ун культурин тĕп палли. Чĕлхе пулмасан халăх пулмасть. Çавăнпа та чĕлхе вăл халăх историйĕн никĕсĕ.

Пирĕн тăван чĕлхе – чăваш чĕлхи. Тăван чĕлхепе усă курса эпир хамăр ăс-хакăла пуянлататпăр, шухăшăмăра пĕр-пĕрне пĕлтеретпĕр, хамăр кăмăл-туйăма палăртатпăр. Халăхăн культурипе творчество аталанăвĕ те тăван чĕлхепе çыхăннă.

Тăван чĕлхемĕр пин-пин çул хушши аталанса пырса хальхи шая çитнĕ. Вăл малалла та ÿссе, пуянланса пырать.

Чĕлхе хутшăну мелĕ çеç мар, шухăшламалли, тĕнчене ăнланса ун çинчен каласа памалли хатĕр те пулса тăрать. Шухăша сăмахпа çеç мар, ÿкерчĕкпе, хусканупа пĕлтерме пулать. Чĕр чунсен те пĕр-пĕринпе хутшăнмалли майсем пур, анчах вĕсем этем чĕлхи пек, шухăшлав хатĕрĕ пулаймаççĕ.

Ученăйсем тĕпчесе пĕлнĕ тăрăх, пĕчĕк ачасем йĕркеллĕ калаçма çынсем хушшинче пурăнсан çеç вĕренеççĕ, пĕр-пĕринпе хутшăнма пултараççĕ. Тин çуралнă ача чĕр чунсем хушшине лексен калаçма вĕренеймест.

Чăваш чĕлхи – тĕрĕк чĕлхи. Тĕрĕк чĕлхисен шутне тутар, пушкăрт, турккă, казах, кăркăс, азербайджан тата ытти чĕлхесем кĕреççĕ. Вĕсем пĕр тăван чĕлхесем шутланаççĕ, мĕншĕн тесен вĕсенче пуринче те авалхи тĕрĕк чĕлхинчен пыракан сăмахсем, грамматика формисем йышлă, сасă пулăмĕсем те пĕр евĕрлĕрех. Сăмахран, ытти тĕрĕк чĕлхисенче, чăваш чĕлхинчи пекех, аффикссем сăмах тымарĕ çумне çирĕп йĕркепе хушăнса пыраççĕ.

Сӑн пуххисем

Фотосем

И.Я.Яковлев проспекчӗЯлта, сад пахчинчеҪӗрпӳ, Тихвин мӑнастирӗАллеяКрасноармейски ялӗ

Видео

Хушма каҫӑсем

Ҫыпӑҫтарнӑ файлсем

Вӑйӑ презентацийӗ 0.00 Kb | уҫланӑ: 487
Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42