Теори материалӗсем
Хупă сасăсем вăрăммăн илтĕнни
Чăваш сăмахĕсен варринче хупă сасăсем кĕскен те, вăрăммăн та илтĕнме пултараççĕ. Çавна пула сăмахсем расна пулаççĕ: тĕтĕм – тĕттĕм, така – такка. Чăваш пуплевĕнче хупă сасă икĕ уçă сасă хушшинче е ялан янăравлă хупă сасăпа уçă сасă хушшинче тăнă чух вăрăмланма пултарать. Çакна çырура икĕ пĕр пек сас палли çырса палăртаççĕ: асăн – ассăн, сивĕн – сиввĕн. Чăваш чĕлхинче уçă тата [л] сасăпа пĕтекен сăмахсем çумне 1) ыйтуллă, хăлхаллă, мăрьеллĕ, хĕвеллĕ, кăмăллă, сухаллă, çуллă; 2) çĕнĕлле, укçалла, ăшăлла, кĕмĕлле, йытăлла, пÿскелле. Ытти чухне пĕр л çыраççĕ: 1) тăванлă, тĕклĕ, çумăрлă, пылчăклă, тăварлă; 2) тутарла, çынла, тăрăхла, симĕсле. Икĕ сыпăклă [ă], [ĕ] сасăсемпе пĕтекен сăмахсем çумне -и аффикс хушăннă чухне икĕ пĕр пек хупă сас палли çырмалла:
Хупă сасăпа пĕтекен паллă ячĕсенче те -и аффикс умĕн икĕ пĕр пек хупă сас палли çырмалла: хăмăр – хăмăрри, пысăк – пысăкки, çамрăк – çамрăкки. Вырăс чĕлхинчен йышăннă сăмахсенче миçе хупă сас палли çырасси вырăс орфографийĕнчен килет. Вырăс чĕлхинчен йышăннă сăмахсен вĕçĕнче тĕп падежра кăна икĕ пĕр пек сас палли çыраççĕ, ытти падежсенче пĕр хупă сас палли çырмалла. Тĕслĕхрен:
|
кросс – кросра, кросран, кросшăн, кросăн...
Сӑн пуххисем
Хупă сасăсем вăрăммăн илтĕнни
