Хупă сасăсен çемçелĕхне çырура палăртасси

Теори материалӗсем

Хупă сасăсен çемçелĕхне палăртасси

Чăваш сăмахĕсенче çемçе уçă сасă хăй умĕнчи тата хыçĕнчи хупă сасса та çемçетет. Çавăнпа та çемçе хупă сасса кăтартакан сас палли хыççăн çемçелĕх палли (ь) çырмаççĕ: пĕлĕт, пĕлет, кĕрен, тÿсĕм, ĕçлет.

Хытă уçă сасăпа юнашар тăракан хупă сасăсем хыттăн илтĕнеççĕ: урам, кăвак, вăрăм, кантăк.

Хытă сăмахсенчи пĕр хупă сасă çеç çемçе пулсан çав хупă сасă çемçелĕхне ь  çемçелĕх палли çырса  палăртаççĕ: тухать, курать, выльăх, атьăр.

Я, ю сас паллисемпе [А], [э], [о], [у] сасăсем умĕнхи [л'], [н'] тата [т'] сасăсен çемçелĕхне палăртма усă кураççĕ: атя, выля, Ванюк.

Вырăс чĕлхинчен улăштармасăр йышăннă сăмахсен тĕпĕсенче хупă сасăсен çемçелĕхне çырура вырăс орфографине пăхăнса палăртаççĕ: медаль, пульс, учитель, рельс.

Çемçелĕх паллисĕр çырас йĕрке те вырăс орфографийĕнчи пек: меню, пуля, мотороллер, контролёр, шахтёр.

Тĕп падежра çемçелĕх ь палли çыракан вырăс сăмахсене  камăнлăхпа пару падежĕнче ь палли çырмалла мар: тетрадĕн, тетраде, ытти падежсенче ь палли çыраççĕ: тетрадьре, тетрадьрен, тетрадьне, тетрадьсĕр, тетрадьшĕн.

[Л], [н] сасăсем [ç], [ч] сасăсем умĕнче тăнă чух çемçен илтĕнме пултараççĕ, анчах вĕсен çемçелĕхне ь паллипе палăртмаççĕ: вăлча, çулçă, пăнчă. Танлаштарăр: шăпчăк, шăрçа, турчăка.

Сăмахсенче ç, ч сас паллисем хыççăн ы е и çырасси:

1) хытă хупă сасă умĕн ы çырмалла: çырла, чылай, çывăх;

2) çемçе хупă сасă умĕн и çырмалла: çивĕт, çинçе, чикĕм.                                                                                         

Вырăс чĕлхинчен йышăннă сăмахсенче ч хыççăн яланах и çырмалла: число, чиновник.

 

Чылай сăмахсенче çемçелĕх палли ь çырнипе çырманнине кура расна сăмах çинчен калаçма тивет: вăл – вăль; халь – хал, çунат – çунать.

Сӑн пуххисем

Çемçелĕхе палăртасси

Çемçелĕхе палăртасси
Ҫӗнӗ материал
2021.11.07 10:38
Видео хушӑнчӗ: Василий Кервен, "Поэзи чĕлхи"
2021.11.07 10:37
2021.11.07 10:37
Видео хушӑнчӗ: Анатолий Хмыт: Афганистан çинчен
2021.11.07 10:34
Видео хушӑнчӗ: "Вилĕме утални" хайлав пирки
2021.11.04 14:24
2021.03.14 20:05
Видео хушӑнчӗ: Юра асламăшĕ
2021.02.27 16:02
2021.02.27 16:01
Ҫӗнӗ страница: Ĕмĕт нклоненийĕ
2021.01.23 22:33
2021.01.23 20:58
Ҫӗнӗ страница: Сăпайлăх сăмахĕсем