Хупă сасăсен хытăлăхĕпе çемçелĕхĕ

Теори материалӗсем

Хупă сасăсен хытăлăхĕпе çемçелĕхĕ

Хупă сасăсем хыттăн та, çемçен те илтĕнме пултараççĕ. Хытă уçă сасăпа юнашар тăракан хупă сасăсем пурте хыттăн илтĕнеççĕ: вăрман, кăмăл, пура, хыт хура, тупăш.

Çемçе уçă сасăпа юнашар тăракан хупă сасăсем пурте çемçен илтĕнеççĕ: вĕтлĕх, кĕмĕл, хир, хÿре, тÿрем, кĕпер.

Чăваш сăмахĕсенче çемçе уçă сасă хăй умĕнчи сасса çеç мар, хăй хыçĕнчи хупă сасса та çемçетет, хытă уçă сасă вара хăй умĕнчи хупă сасса та, хăй хыçĕнчине те хыттăн калаттарать.

Вырăс пуплевĕнче кăшт урăхла: çемçе уçă сасă малти хупă сасса çеç çемçетет, ыттине çемçетмест. Танлаштарăр:

Т'ир (стрельбище)- т'ир'

П'ил (молоко пил)- п'ил'

Пир (праздник) - п'ир'

 П'ить (воду) - п'ит'

Хупă сасăсенчен чылайăшĕ чăваш пуплевĕнче хытăлăхпа çемçелĕх тĕлĕшĕнчен мăшăрлă:

[в], [к], [л], [м], [н], [п], [р],[т], [х]

[в'], [к'], [л'], [м'], [н'], [п'],[р'], [т'], [х']

Хупă сасăсен çемçелĕхне транскрипцире сас палли тăррине сылтăм енче апостроф (') текен паллăпа кăтартаççĕ: мăкă[н'] (орф. мăкăнь), йурла[т'] (орф. юрлать).

[Л'], [н'], [т'] хупă сасăсем хытă уçă сасăпа юнашар чухне те çемçен илтĕнме пултараççĕ. Ку хупă сасăсем çемçелесси уçă сасăран килмест: халь – халь, юрат – юрать, турат – турать.

 [Л'], [н'], [т'] хупă сасăсене çемçе пулнă пирки хытă сăмахсенче тивĕçлĕ сас палли хыççăн ь палли çыраççĕ. Çемçелĕх палли лартмалли  сăмахсем чăваш чĕлхинче нумай мар: мăкăль, мăкăнь, выльăх, хуть. Ку йĕрке хытă глагол сăмахсен 3-мĕш сăпат форминче те палăрать: юрлать, ташлать.

 

Чăваш чĕлхинче [й], [с], [ç], [ч] сасăсем хытăлăхпа çемçелĕх йĕркине пăхăнмаççĕ. [С] яланах хытă, ыттисем - нейтраллă. Тĕслĕхсем: сарă – симĕс, çанă – çĕнĕ, йăр – йĕр, чун – чĕн.

Сӑн пуххисем

Хытăлăхпа çемçелĕх

Хытăлăхпа çемçелĕх
Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42