Теори материалӗсем
Шавлă хупă сасăсем
Чăваш чĕлхинче хупă сасăсем икĕ ушкăна уйрăлаççĕ: 1) ялан янăравлă хупă сасăсем; 2) шавлă хупă сасăсем. Шавлă хупă сасăсем шутне çак сасăсем кĕреççĕ: [к], [п], [с], [ç], [т], [х], [ч], [ш]. Чăваш сăмахĕсенчи янăравсăр [к], [п], [с], [ç], [т], [х], [ч], [ш] хупă сасăсем икĕ позицире янăраса илтĕнеççĕ: 1) икĕ уçă сасă хушшинче тăнă чух: ака [аГа], купа [куБа], усă [уЗă], утă [уДă], çуха [çуХа], качă, [каЧă], лаша [лаЖа]. 2) ялан янăравлă хупă сасăпа уçă сасă хушшинче тăнă чух: кĕрпе [кĕрБе], пăрçа [пăрЗа], пуртă [пурДă], вăйсăр [вăйЗăр]. Кăтартнă хупă сасăсен янăравлăхĕ вырăссен [б], [г], [д], [ж], [з] сасăсен янăравлăхĕпе тан мар. Вĕсемпе танлаштарсан чăваш чĕлхинчи [к], [п], [с], [ç], [т], [х], [ч], [ш] сасăсем çурма янăравлă çеç илтĕнеççĕ. Янăраса илтĕнеççĕ пулин те çырура вĕсене урăх сас паллисемпе палăртмаççĕ: кас – касать, вĕç – вĕçет. |
Шавлă хупă сасăсем икĕ уçă сасă хушшинче вăрăммăн илтĕннĕ чухне янăрамаççĕ: атте, аппа, кукка.