Теори материалӗсем
Леонид Агаков
Агаков Леонид Яковлевич — чăваш çыравçи. 1910 çулхи акан 18-мĕшĕнче халĕ Етĕрне районне кĕрекен Çуткассинче çуралнă. 1977 çулхи юпан 16-мĕшĕнче Шупашкарта вилнĕ.
1974 çулта Чăваш АССРăн халăх çыравçи ятне тивĕçнĕ.
Литература ĕçлевне Леонид Агаков 1928 çулта «Тумхахлă çул» калавпа кĕнĕ. Ун хыççăн çăмрăк çыравçă «Вĕтлĕхри отряд» (1931), «Юлашки юмах» (1931) новеллăсем тата «Хăват» (1932), «Ултав» (1934) пьесăсем хайланă.
1940 çулта çырнă «Пĕрре, çуркунне...» повĕçре ял çĕр ĕçтешĕсен психологине, халăх йăлине, выçă çулсенчи йывăрлăхсене кăтартать. Кулаксен сăнарĕсене гротеск, сатира енĕпе ӳнерленĕ. «Фронтри ачасем» (1943), «Тăван юншăн» (1943), «Çапăçу хирĕнче» (1944) новеллăсен пухăмĕнче çыравçă фашистсемпе çапăçакан маттур çынсене кăтартнă.
Вăрçă вĕçленсен Агаков приключениллĕ повеçсем хайланă: «Партизан Мурат» (1947, 1965), «Ылтăн вăчăра» (1948), «Пĕр хулара» (1952), «Салтак ачисем» (1965), «Юманлăхра çапла пулнă» (1964).
1971 çулта пичетрен «Шанчăк» романĕ тухать. 1974 çулта Агаков «Чи хакли» романа пичетлет.
Çыравçă камит жанрĕнче те тăрăшса ĕçленĕ (10 ытла пĕр актлă камит), чылай сатира калавĕ «Кулас килет» (1955), «Качака такисем» (1958), «Лайăх эмел» (1969).
Пĕтĕмпе унăн 55 кĕнеке пичетленсе тухнă.