Вырăс чĕлхинчен йышăннă сăмахсем сингармонизма пăхăнманни

Теори материалӗсем

Сингармонизма пăхăнманни

Чăваш халăхĕ вырăс халăхĕпе авлтанпах хутшăнса пурăннă, тĕрлĕ çыхăну тытнă. Çав авалхи хутшăнусемпе çыхăнусене пула чăваш чĕлхине вырăс чĕлхинчен темиçе çĕр сăмах кĕрсе çирĕпленнĕ.

Вырăс чĕлхинчен йышăннă сăмахсене икĕ ушкăна уйăраççĕ: 1) калаçу урлă йышăннă сăмахсем; 2) çыру урлă йышăннă сăмахсем.

Калаçупа кĕнĕ сăмахсем нумай енчен чăваш фонетикине пăхăнса  улшăннă. Çавăнпа чăваш сăмахĕсем пекех улшăнаççĕ: пĕрене — пĕренене, кучченеç — кучченеçсĕр.

Вырăсларан çырупа йышăннă сăмахсем çумне хушăнакан  аффикссен хытăлăхĕпе  çемçелĕхĕ сăмах мĕнле  сасăпа пĕтнинчен килет: 1. Хытă хупă сасăпа тата [й] сасăпа пĕтекен сăмахсем çумне хытă вариантлă аффикс хушăнать: шахтер –шахтера, шахтерпа; пенал – пеналран,  пеналшăн; кабинет  – кабинета, кабинетне, кабинетăн; колхозник – колхозникăн , колхозника.

 

Хăш-пĕр чухне хытă хупă сасăпа тата [й] хупă сасăпа вĕçленекен сăмах çумне аффиксăн çемçе варианчĕ хушăнма пултарать. Тĕслĕхрен: ответ – ответлекен, ответлерĕ;  спутник – спутникпе, спутникрен, юбилей — юбилейĕн.

Видео

Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42