Чăваш сăмахĕсенче икĕ уçă сасă юнашар тăма пултарайманни
Теори материалӗсем
Уçă сасăсем юнашар тăма пултарайманни
Чăваш чĕлхинче икĕ уçă сасă юнашар тăма юратмасть. Хăш-пĕр чухне, сăмах тĕпĕпе (е тымарĕпе) аффикс пĕрлешнĕ вырăнта икĕ уçă сасă юнашар килсе тухма пултараççĕ. Кун пекки вăл уçă сасăпа пĕтекен сăмах уçă сасăпа пуçланакан аффикспа пĕрлешнĕ чух пулать. Икĕ уçă сасă юнашар килсе тухнине пĕтерме чĕлхе хăех мел тупнă. Кун пек мелсем иккĕ: пĕри — уçă сасăсем хушшине [н] тата [й] сасăсем кĕрсе ларни (качака — качакана, ĕне — ĕнене, тăри — тăрийĕм, çи — çийĕп, çиетĕп); тепри — пĕр уçă сасси тухса ÿкни (лаша — лашу, ĕне — ĕнÿ, тата — татах, хĕлле — хĕллех). |
Ҫӗнӗ материал
2024.07.21 17:10

Ðидео Ñ
ÑÑÓнÑÓ: Петӗр Хусанкай. Ҫӗршывӑмҫӑм, Чӑваш ҫӗршывӗ. Торгашова Эвелина вулать