Уçă сасăсене палăртакан сас паллисем

Теори материалӗсем

Уçă сасăсене палăртакан сас паллисем

Алфавитри сас паллисем çакăн пек ушкăнланаççĕ: 1) сасса пĕлтерекеннисем тата 2) сасса пĕлтерменнисем.

Сасса пĕлтерекеннисем хăйсем икĕ ушкăна уйрăлаççĕ: 1) пĕр сасса пĕлтерекеннисем; 2) икĕ сасса пĕлтерекеннисем.

Чăваш алфавитĕнче вун виçĕ уçă сас палли: а, ă, е, ё, ĕ, и, о,  у, ÿ, ы, э, ю, я.

Уçă сасса кăтартаканнисем – 9: а, ă, ĕ, и, у, ÿ, ы, э, о.

Икĕ сасса пĕлтерекен уçă сас паллисем – 4: е, ё, ю, я.

Сасса пĕлтерменнисем – 2: ъ, ь.

О, ё сас паллисене вырăсларан çыру урлă йышăннă сăмахсенче çыраççĕ: опыт, орден, вертолет.

Е, ё, ю, я сас паллисем сăмах пуçламăшĕнче, уçă сас паллисемпе ъ, ь паллăсем хыççăн икĕ сасса пĕлтереççĕ: [йэ], [йо], [йу], [йа].

1) ял [йал], юрă [йурă], ёлка [йолка], юман [йуман], ен [йэн];

2) çиет [çийэт], каять [кайать], заём [зайом], хăю [хăйу];

3) çемье [çемйэ], тухья [тухйа], кĕсье [кĕсйэ], тухью [тухйу].

Ютран çыру урлă йышăннă хăш-пĕр сăмахсен пуçламăшĕнче тата уçă сас палли хыççăн ё вырăнне йо çыраççĕ: район, йод, Йошкар-Ола, майор.

Ы, э сас паллисемсĕр пуçне ытти уçă сас паллисене сăмах пуçламăшĕнче те, сăмах варринче те, вĕçĕнче те çыраççĕ: атте, кĕркунне, кăвакал, ăман, яшка, ÿкерчĕк, çитĕнÿ, пуху т. ыт. те.

Э сас паллине чăваш сăмахĕсен пуçламăшĕнче тата вырăсларан çырупа йышăннă сăмахсенче çеç çыраççĕ: эпĕ, эсĕ, поэт, электричество.

Чăваш чĕлхинче [э] сасса икĕ сас паллипе палăртаççĕ:

1) е сас паллипе (хупă сасăсем хыççăн сăмах варринче тата вĕçĕнче тăнă чух): кĕлет, мерчен, сÿре, тевет, темле;

2) э сас паллипе (сăмах пуçламăшĕнче): эрне, элек, эрĕм, эрмен, эпи.

Ы сас паллине сăмах пуçламăшĕнче тата варринче çеç çыраççĕ, сăмах вĕçĕнче çырмаççĕ: ывăç, ыйхă, ыйткалакан, ыраш, сывлăм, сывлăх, сыпкăм, сывлăш.

 

Е, ё, ю, я сас паллисем çемçе хупă сасса пĕлтерекен хупă сас палли хыççăн тăрса [э], [о], [у], [а] сасăсене кăтартаççĕ: тÿпе [тÿп'э], сюжет [с'уж'эт],  т'яппа [таппа], самолет [самал'от].

Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42