Хайлав тытăмĕ. Хайлав чӗлхи

Теори материалӗсем

Ĕç хучĕсем

Çыру формиллĕ ĕç докуменчĕсенче (справкăсенче, заявленисенче, приказсенче, законсенче) усă куракан кĕнеке стильне ĕçлĕ стиль теççĕ. Унăн тĕллевĕ – кирлĕ информацие тĕп-тĕрĕс пĕлтересси. Ĕç докумечĕсене тĕп-тĕрĕс даннăйсем пурри, пĕрешкел ăнлантарни кăтартуллă. Çавăнпа ĕçлĕ стиль тĕп-тĕрĕслĕхпе, кĕскелĕхпе, нормăланă чĕлхе хатĕрĕсем пуррипе палăрса тăрать.

Ĕçлĕ стилĕн кăтартуллă енĕсем лексикăра, морфологире тата синтаксисра палăраççĕ.

Ĕçлĕ стильте куçăмлă пĕлтерĕшлĕ сăмахсемпе, диалектизмсемпе, ансат пуплев сăмахĕсемпе, туйăмлăх сĕмĕллĕ сăмахсемпе, метафорăсемпе тата ваттисен сăмахĕсемпе усă курмаççĕ.

Ĕçлĕ стильпе çырнă текст жанрĕсем шутне законсем, приказсем, пĕлтерÿсем, ыйтусем (заявленисем) тата ытти те кĕрет.

  • , ыйтусенче -ма ыйтатăп йышши глагол ушкăнĕсемпе анлă усă кураççĕ: Мана «Театр ăсталăхĕ» кружока йышăнма ыйтатăп.
  • (заявленире) мĕн тума ыйтнине пĕлтерекен ирĕк, ирĕк пар, алла пар, хăтар, ил, кăлар, кĕрт, йышăн йышши сăмахсемпе усă кураççĕ. Вĕсем ыйт глагола пăхăнса тăраççĕ.

Ĕç хучĕсем шутне тата çирĕплетÿ (расписка), шану хучĕ (доверенность) тата резюме (ĕçе кĕрес текен çын хăй çинчен çырнă хут) кĕреççĕ.

Çирĕплетÿ (расписка) тесе камран та пулин мĕн те пулин (документ, укçа, пурлăх) илнине çирĕплетекен документа калаççĕ. Питĕ пĕлтерĕшлĕ распискăна çын ĕçлекен учрежденире е нотариусра çирĕплетеççĕ

Документ çырнă çын ячĕпе мĕн те пулин тума ирĕк паракан ĕçлĕ хута шану хучĕ (доверенность) теççĕ. Шанăва – шанакан çын ĕçлекен учреждени çирĕплетет. Шану хутĕнче Эпĕ, Петрова Алина Михайловна, … илме Иванова Мария Петровнăна шанатăп евĕр предложенисемпе усă кураççĕ.

  • – çырнин е каланин тĕшшине (чи кирлине) кĕскен çырса е каласа пани; кĕске пĕтĕмлетÿ е мĕнле те пулин ĕçĕн пĕтмĕшĕ.
 

Кашни жанр (пĕлтерÿ, ыйту (заявлени), ăнлантару çырăвĕ) хăйĕн тытăмĕпе йĕркине пăхăнать.

Ҫӗнӗ материал
2021.11.07 10:38
Видео хушӑнчӗ: Василий Кервен, "Поэзи чĕлхи"
2021.11.07 10:37
2021.11.07 10:37
Видео хушӑнчӗ: Анатолий Хмыт: Афганистан çинчен
2021.11.07 10:34
Видео хушӑнчӗ: "Вилĕме утални" хайлав пирки
2021.11.04 14:24
2021.03.14 20:05
Видео хушӑнчӗ: Юра асламăшĕ
2021.02.27 16:02
2021.02.27 16:01
Ҫӗнӗ страница: Ĕмĕт нклоненийĕ
2021.01.23 22:33
2021.01.23 20:58
Ҫӗнӗ страница: Сăпайлăх сăмахĕсем