Теори материалӗсем
Уçă сасăсен мăшăрлăхĕ
Ытти чĕлхесенчи пекех, чăваш чĕлхинче те уçă тата хупă сасăсем пур. Кирек епле чĕлхен сасăсен тытăмĕнче те уçă сасăсемпе хупă сасăсен хирĕç тăрăвĕ тĕп вырăн йышăнать, мĕншĕн тесен сасăсен çак икĕ ушкăнĕ пĕр-пĕринчен функци, артикуляци, акустика паллисемпе уйрăлса тăраççĕ. Функци тĕлĕшĕнчен – уçă сасăсем сыпăк никĕсĕ шутланаççĕ, сыпăк тăвакан сасăсен йышне кĕреççĕ, хупă сасăсен кунашкал функци çук. Артикуляци тĕлĕшĕнчен – уçă сасăсене каланă чух сывлăш чăрмавсăр, ирĕклĕн тухать. Хальхи чăваш литература чĕлхинче пурĕ 9 уçă сасă: [а], [ă], [ы], [у], [о], [э], [ĕ], [и], [ÿ]. Уçă сасăсем пĕр-пĕринчен рет, малти çĕкленĕшпе кайри çĕкленĕш тĕлĕшĕнчен тата туталăх (тутасăр тата тутапа калани енчен) паллисемпе уйрăлса тăраççĕ. |
Уçă сасăсен ретлĕхĕ тесе чĕлхе çăварта горизонтальпе куçнине калаççĕ: сасăсем чĕлхе маларахра чухне пулаççĕ [и], [ÿ], [э], [ĕ]; урăхла эпир вĕсене çемçе уçă сасăсем тетпĕр. Чĕлхе хыçалалла, пыр тĕпнелле туртăнсан [ы], [у], [а], [ă], [о] хытă уçă сасăсем пулаççĕ.
Сӑн пуххисем
Уçă сасăсен мăшăрлăхĕ
