Алфавит. Вĕреннине аса илни

Теори материалӗсем

Алфавит

Калаçнă чух эпир тĕрлĕрен сасă илтетпĕр. Çав сасăсене палăртма çырура сас паллисемпе усă кураççĕ. Сас паллисене вырнаçтарса тухма йышăннă йĕркене алфавит теççĕ.

Чăвашсен паллă просветителĕ,  И. Я. Яковлев, 1871-мĕш çулта çырулăхăн çĕнĕ тапхăрне пуçласа янă. Вăл юлташĕсемпе 47 сас паллиллĕ алфавит тунă. Кунта вăл ă, ĕ, ÿ, ç сасăсене уйрăм сас паллисемпе кăтартнă. 1872-мĕш çулта И. Я. Яковлев хăйĕн алфавитне тĕпренех улăштарнă, алфавитра 25 сас палли çеç хăварнă.

Революци хыççăн Яковлев алфавитне хăш-пĕр тÿрлетÿсемпе улшăнусем кĕртнĕ. 1926-мĕш çулта о, ф, 1933-мĕш çулта б, г, д, ж, з, ц, ч сас паллисене йышăннă.1938-мĕш çулта алфавита татах та улшăнусем кĕртнĕ. Çапла вара,  чăваш алфавитĕнчи сас паллисен хисепĕ 37 çитнĕ.

Çак алфавитра вырăс алфавичĕн сас паллийĕсем пурте пур. Икĕ чĕлхе алфавичĕ пĕр-пĕрне çывăх пулнипе вĕренме çăмăл.

Чăваш чĕлхинче уçă сасăсем [о] сасăсăр пуçне мăшăрлă: пĕрисем – хытă, теприсем çемçе. Хытă уçă сасăсем: [а], [ă], [ы], [у], [о]. Çемçе уçă сасăсем: [э], [ĕ], [и], [ÿ].  

Чăваш чĕлхинче хупă сасăсем икĕ ушкăна уйрăлаççĕ: 1) ялан янăравлă хупă сасăсем: [в], [й], [л], [л'], [м], [н], [н'], [р];

2) шавлă хупă сасăсем: [к], [п], [с], [ç], [т], [х], [ч], [ш].

Е, ю, я, ё сас паллисем икĕ сасса пĕлтереççĕ: епле, юман, ёлка, ялан.

 

Сасă   калаçура пулать, сас палли – çырура. Сасăпа сас палли хушшинче пĕр пеклĕх çук: пĕр чух калаçури пĕр сассах çырура урăх е икĕ сас паллипе палăртаççĕ. Тĕслĕхрен, эмел,  [эм'эл'] сăмахра пĕрешкел илтĕнекен уçă сасса расна сас паллисемпе палăртнă; юн [йун] сăмахра ю сас паллипе икĕ сасă пĕрлешĕвĕпе кăтартатпăр. Сасса палăртман сас паллисем те пур – ь, ъ. Сас паллисенчен уйăрса илме  сасăсене тăваткал скобкăра кăтартаççĕ: [з], [ш].

Сӑн пуххисем

Алфавит

Алфавит
Ҫӗнӗ материал
2021.11.07 10:38
Видео хушӑнчӗ: Василий Кервен, "Поэзи чĕлхи"
2021.11.07 10:37
2021.11.07 10:37
Видео хушӑнчӗ: Анатолий Хмыт: Афганистан çинчен
2021.11.07 10:34
Видео хушӑнчӗ: "Вилĕме утални" хайлав пирки
2021.11.04 14:24
2021.03.14 20:05
Видео хушӑнчӗ: Юра асламăшĕ
2021.02.27 16:02
2021.02.27 16:01
Ҫӗнӗ страница: Ĕмĕт нклоненийĕ
2021.01.23 22:33
2021.01.23 20:58
Ҫӗнӗ страница: Сăпайлăх сăмахĕсем