Сăнлав. Калав. Ăслав

Теори материалӗсем

Сăнлав. Калав. Ăслав

Калав тата çыру кĕввине (манерне) кура текстсене виçĕ ушкăна уйăраççĕ: калав, сăнлав, уйлав.  

Калав кĕввипе çырнă текстсем хăйсен стилĕпе ытларах илемлĕ хайлавсене çывăх. Калавра пурнăçра курса-илтни, сăнани, мĕн пулса иртни çинчен йĕркипе çырса кăтартаççĕ. Çавна май мĕн пулнă? мĕн тăвать? (мĕн турĕ? мĕн тунă? мĕн тăваççĕ? мĕн турĕç?) ыйтăва хуравласа çыраççĕ.  Калав кирек епле текст пекех умĕн каланинчен (кÿртĕмрен), тĕп пайран тата пĕтĕмлетÿрен тăрать.

Умĕнхи пайра ĕç вăхăтне, вырăнне, ĕçе хутшăнакансене асăнаççĕ. Тĕп пайра ĕç аталанăвне йĕркипе çырса кăтартаççĕ. Унтах ĕç мĕнле аталанса пынине, чи хĕрÿ саманта çутатса параççĕ. Юлашки пайра ĕç мĕнпе вĕçленнине палăртаççĕ те пĕтĕмлетсе хăвараççĕ.

Тепĕр чухне курни-илтни, сăнани çинчен çеç мар, шухăшласа кăларнă пĕр-пĕр ĕç-пуç çинчен çырса пама пулать.

Сăнлав (описани) кĕввипе çырнă текстра  этеме, чĕр чунсемпе кайăк-кĕшĕке, ĕç-хĕле е унăн юхăмне, çут çанталăк пулăмĕсене, тавралăха, общество пулăмĕсене тĕрлĕ меслетпе, илемлĕ пуплев мелĕпе çырса, уçса параççĕ.

 Куллен тĕл пулакан япаласемпе пулăмсене сăнама, вĕсенче хальччен асăрхаманнине курма пĕлни питех те кирлĕ ăслай. Сăнлавлă текст ăсланă чухне  япалан паллисене уйăраççĕ, вĕсенчен паллăраххисемпе палăрсах кайманнисене ушкăнлаççĕ. Тĕрлĕрен япалана пĕр-пĕр паллине кура танлаштараççĕ, пĕр пеккисемпе пĕр пек маррисене палăртаççĕ.

Сăнлав кĕввипе çырнă текст мĕнле? ыйтăва хуравлама тивĕç. Сăнлавра сюжет пулмасть.

Ăслав кĕввипе çырнă текстсем. Ăславра пулăмсене, япаласене, ĕç-хĕле хак параççĕ, сăлтавласа çирĕплетеççĕ, пĕтĕмлетÿсем тăваççĕ.  Ăслав мĕншĕн? мĕн пирки? ыйтăва хуравлама,  ĕçсемпе пулăмсем хушшинчи сăлтав-тĕллев çыхăнăвĕсене кăтартма, пĕр-пĕр шухăша ĕнентерме май парать.

 

Ăславпа çырнă чухнехи тĕп тĕллев вăл – текстра çĕкленĕ ыйту пирки мĕн шухăшланине ĕнентересси.

Видео

Ҫӗнӗ материал
2021.11.07 10:38
Видео хушӑнчӗ: Василий Кервен, "Поэзи чĕлхи"
2021.11.07 10:37
2021.11.07 10:37
Видео хушӑнчӗ: Анатолий Хмыт: Афганистан çинчен
2021.11.07 10:34
Видео хушӑнчӗ: "Вилĕме утални" хайлав пирки
2021.11.04 14:24
2021.03.14 20:05
Видео хушӑнчӗ: Юра асламăшĕ
2021.02.27 16:02
2021.02.27 16:01
Ҫӗнӗ страница: Ĕмĕт нклоненийĕ
2021.01.23 22:33
2021.01.23 20:58
Ҫӗнӗ страница: Сăпайлăх сăмахĕсем