Теори материалӗсем
Текст планĕ
Текст предложенисенчен тăрать. Вěсем тěллевне тата шухăшне кура пěр-пěринпе шухăш тăрăх çыхăнса пыраççě. Текста уйрăм пайсене уйăрма пулать. Вĕсем пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тăраççĕ. Текстпа ĕçленĕ чух текстри кашни предложени шухăшне, произведенин уйрăм пайěсен тата пěтěм текстăн содержанине, тĕп шухăшне ăнланса вуламалла. Вуланă тăрăх ыйтусене хуравлама, кирлě вырăнсене тупса пама, уйрăм пайăн е пěтěм произведенин содержанине мěнле ÿкерчěксемпе сăнлама май пуррине палăртмалла: пĕтĕм хайлава тата ун пайĕсене ят памалла. Мěншěн? мěн пирки? мěн тума? мěн кăмăла кайрě йышши ыйтусене хуравлама, тěп шухăша палăртма хатĕрленмелле. Текст уйрăмлăхне курма пулăшакан тěп ĕçсенчен пĕри вăл – план туни. План тăвас тесен текст пайĕсене тупмалла, унтан кашни пайне ят памалла. План текстăн пĕчĕк темисене йĕркипе кăтартать. Çавăнпа малтан текстăн тĕп пайне тупса ăна палăртмалла, унтан текстăн пуçламăшне, вĕçне (пĕтĕмлетĕвне) кăтартмалла. |
Плансем ансăр тата анлă пулма пултараççĕ. Ансăр планра текстăн пуçламăшне, тĕп пайне тата вĕçне тупса ят памалла. Текст пуçламăшне, тĕп пайне, вĕçне кăтартнă хыççăн тĕп пайăн вак темисене палăртма пулать.
