Сафуан Алибаев. «Кайăксенчен ырра эп вĕренетĕп».

Теори материалӗсем

Сафуан Алибаев

Сафуан Афтахович Алибаев – пушкӑртсен паллӑ поэчĕ, ача-пӑча писателĕ, журналист. Пушкӑрт патшалӑх университетĕнче вĕреннĕ, тӑван Салават район хаçатĕнче, республикӑри хаçат-журналта ĕçленĕ. Чи пĕрремĕш кĕнеки 1968-мĕш çулта тухнӑ. Вӑл ача-пӑча валли çырнӑ сӑвӑсен пуххи пулнӑ. С.Алибаев вырӑс классикĕсен ( А.С.Пушкин, Расул Гамзатов…) произведенийĕсене пушкӑртла куçарнӑ, унӑн хӑйĕн хайлавĕсем те тĕрлĕ чĕлхепе: вырӑсла, казахла, украинла, туркменла, нимĕçле, монголла янӑраççĕ..Писатель драма жанрĕнче те вӑй хунӑ, унӑн пьесисем тӑрӑх республикӑри театрсем чылай спектакль лартнӑ. Поэтӑн нумай сӑввипе композиторсем юрӑсем хывнӑ. С.Алибаев   - Пушкӑрт АССРĕн искусствӑсен тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, унӑн ятне « Лучшие люди России» кĕнекене кĕртнĕ. Вӑлах Салават Юлаев орденне илме тивĕç пулнӑ.

Салават Юлаев   - пушкӑрт халӑхĕн паттӑрĕ.

«Кайӑксенчен ырра эп вĕренетĕп» сӑвӑ.

«Кайӑксенчен ырра эп вĕренетĕп, вĕсем пекех ĕçе ир кӱлĕнетĕп» - çак сӑмахсем пире тӱрех акӑ мĕнле шухӑш патне илсе пыраççĕ: сӑвӑри сӑнар ырӑ тата ĕçчен çын. Мĕнле кайӑксене асӑнать-ха поэт? Чунĕ ун шӑпчӑк пек юрлать, чĕкеç пек çӱлти хваттерте пурӑнать. «Пĕччен чухне – салху …куккукла, туспа пулсан – хавас шур акӑшла ».

«Пур кайӑк йӑвине, çын кил-çуртне никам та ан тустартӑр ĕмĕрне…хĕрӱ ĕçре сӱнми телей туптатӑп »

Кайӑк, кил, чун, ĕç – акӑ мĕн хавхалантарать çынна

Вĕçен кайӑксем çинчен калакан каларӑшсем:

«…шӑпчӑк пек хитре юрлать», «чĕкеç чĕлхи», «акӑш пек ярӑнса утать», «куккук пек тӑван ачисене пӑрахса хӑварнӑ»…

Сӑн пуххисем

Сафуан Афтахович Алибаев

Сафуан Афтахович Алибаев
Ҫӗнӗ материал
2026.01.31 12:36
2026.01.31 11:42
2026.01.31 11:32
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Сурхури (Видео)
2026.01.31 11:21
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Çерем пăсса вир акрăм (видео)
2026.01.30 23:56
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Илеме курма пÿрнĕ ача" видеоурок
2026.01.30 23:47
2026.01.30 23:35
2026.01.30 23:00
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Никита Бичурин çинчен (Видео)
2024.11.05 15:57
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журнал аттестаци тухма пулăшать
2024.10.29 22:18
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Хĕлĕх хÿре кăвакал" Аудио
2024.10.29 22:02
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Трубина Марфи "Хăнаран" Аудио