Чĕнÿ сăмахĕсем, вĕсене чарăну паллипе уйăрасси

Теори материалӗсем

Чĕнÿ

Чĕнÿ – кама е мĕне те пулин чĕнсе каланине пĕлтерекен сăмах е сăмах майлашăвĕ. Вăл предложени членĕ пулмасть, нимĕнле члена та пăхăнмасть, нимĕнле ыйту çине те хуравламасть. Содержанийĕпе чĕнÿсем предложени шухăшĕпе пĕтĕмĕшлĕн çыхăнаççĕ.

Чĕнÿ тĕп падежра пулать, предложени пуçламăшĕнче, варринче тата вĕçĕнче тăма пултарать: Кĕçенни, мĕн калаçатăн эсĕ, лăплан-ха тархасшăн.

Юх эс, юрă, янра, пурнăç чапĕ санра.

Мухтав сана, тертлĕ Хура çăкăр!

Тытăмĕ тĕлĕшĕнчен чĕнÿ анлă тата ансăр пулать. Анлă чĕнÿре ăнлантару сăмахĕсем пулаççĕ: Эсĕ, мăнукăм, çынсем патне кай та вĕсене телей мĕнле тупмаллине, сивве яланлăхах мĕнле çĕнмеллине каласа кăтарт (ансăр). Пĕчĕк ывăлăм Ванюш, куншăнах пуçна ан ус (анлă).

Хумхануллă кăмăлпа калакан обращени хыççăн кăшкăру палли лартаççĕ, малалли сăмахне пысăк сас паллипе пуçласа çыраççĕ:

Кăмăллă çĕршывăн кăмăллă чĕлхиçĕм!

Иртнĕ хурлăхушăн çитĕ ырлăху.

Кун пек чухне чĕнĕве глаголсăр предложени темелле.

Туйăмсăр калакан чĕнÿсемпе вĕсен ушкăнĕсене запятойпа уйăрăмлатаççĕ: Ăслă каларăн, хĕрĕм, хисеп турăн аçуна.

 

Видео

Ҫӗнӗ материал
2021.11.07 10:38
Видео хушӑнчӗ: Василий Кервен, "Поэзи чĕлхи"
2021.11.07 10:37
2021.11.07 10:37
Видео хушӑнчӗ: Анатолий Хмыт: Афганистан çинчен
2021.11.07 10:34
Видео хушӑнчӗ: "Вилĕме утални" хайлав пирки
2021.11.04 14:24
2021.03.14 20:05
Видео хушӑнчӗ: Юра асламăшĕ
2021.02.27 16:02
2021.02.27 16:01
Ҫӗнӗ страница: Ĕмĕт нклоненийĕ
2021.01.23 22:33
2021.01.23 20:58
Ҫӗнӗ страница: Сăпайлăх сăмахĕсем