Айхипе пĕрле.

Теори материалӗсем

Геннадий Айхи

Геннадий Айхи (Геннадий Николаевич Айхи) 1934 çулхи çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче Чăваш Республикин Патăрьел районĕнчи Çĕньялта учитель кил-йышĕнче çуралнă. Патăрьелĕнчи педучилищĕрен вĕренсе тухнă хыççăн Мускавра А.М.Горький ячĕллĕ Литература институтĕнче пĕлӳ илнĕ. Вунă çул ытла Мускавра В.В.Маяковский çурт-музейĕнче ĕçленĕ. Çав хушăра «Московский художник» тата «Полное описание иконографии В.В.Маяковского» ятлă тĕпчев ĕçĕсем çырнă.

      Г.Айхин малтанхи сăввисем 1940 çулсен вĕçĕнче пичетленме тытăннă. Малтан вăл ытларах чăвашла çырнă, каярахпа вырăсла та нумай хайланă. Унăн сăвă кĕнекисем Мускавра та, чикĕ леш енче те пичетленнĕ. Г.Айхин чăваш поэзийĕ çинчен çырнă статьясем, çырав ăсталăхĕ çинчен çырнă эссесем, интервью чылай. Вăл тĕрлĕ халăх поэзине чăвашла нумай куçарнă. Г.Айхи француз, венгр тата поляк поэзийĕн антологийĕсене пухса кăларнă («Франци поэчĕсем» кĕнекене пĕтĕмпех хăй куçарнă, тепĕр иккĕшне — ушкăнпа). Вăл çавăн пекех «Чăваш поэзийĕн антологине» итальянла, венгрла, акăлчанла тата французла уйрăмшар кĕнекен кăларнă, антологин хăш-пĕр пайне чикĕ леш енчи ытти чĕлхепе те пичетленĕ. Ăна Чăваш халăх поэчĕ ятне панă, Чăваш патшалăх премипе чысланă. Çавăн пекех вăл — Раççейри тата Европăри тĕрлĕ çĕр-шыври литература премийĕсен лауреачĕ.

     Г.Айхи çырнă сценари тăрăх К.В.Иванов çинчен «Асран кайми» фильм ӳкернĕ.

     Поэтăн паллăрах чăвашла кĕнекисем — «Аттесен ячĕпе» (1958), «Утăм» (1964), «Палăрăм» (1971), «Чĕрĕ тĕвĕ» (1975), «Сăвăсем» (1980), «Халал» (1988), «Сăвăсемпе поэмăсем» (1994), вырăсла — «Здесь» (1991), «Теперь всегда снега»(1992).

Сӑн пуххисем

Г. Айхи

Геннадий айхиÇырнисен пуххиСăвăсемпе поэмăсем

Видео

Ҫӗнӗ материал
2024.03.10 18:23
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: "Шурçамка" çинчен
2024.03.10 18:16
Ҫӗнӗ страница: Юхма Мишши
2024.03.10 18:00
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр: "Шкулта" журналăн çĕнĕ номерĕ
2024.02.18 18:22
2024.02.18 18:19
Ҫӗнӗ хыпар вырнаҫтартӑмӑр:
2024.01.24 22:08
Пирӗн порталта ҫӗнӗ файл: Сăмах майлашăвĕ, тест (docx)
2024.01.14 12:15
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Урокăн план-конспекчĕ
2024.01.14 12:02
Видео хушӑнчӗ: Судра
2024.01.14 10:57
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Спиридон Михайлов-Янтуш çинчен
2024.01.09 21:47
2024.01.09 21:04
Ҫӗнӗ каҫӑпа паллашӑр: Михаил Акимов çинчен
2024.01.08 19:48
2024.01.08 19:42