Теори материалӗсем
Виталий Енĕш
Виталий Григорьевич Григорьев (Енĕш) 1941 çулхи юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Пратьякас Енĕш ялĕнче çуралнă. Ямашри вăтам шкулта 8 класс пĕтернĕ хыççăн, 1960 çулта салтака кайиччен, ялта ĕçленĕ. Çартан таврăнсан, 1964-1965 çулсенче, Пушкăртстан Республикинчи Стерлитамак хулинче токарьте, слесарьте вăй хунă. Кайран (1970 çулччен) Авăркас районĕнче чăвашла тухса тăракан «Çĕршыв çулĕ» хаçатра куçаруçăра ĕçлене.
Унăн хайлавĕсем Шупашкарти кăларăмсенче аллăмĕш çулсен вĕçĕнчех кун çути курма тытăннă. 1970 çулта ăна Шупашкара «Капкăн» журнала ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Унта вăл малтан пай пуçлăхĕнче, каярахпа яваплă секретарьте, редактор çумĕнче ĕçленĕ, каçхи шкулта вĕренсе вăтам пĕлӳ илнĕ. 1979-1981 çулсенче А.М.Горький ячĕллĕ Литература институчĕ çумĕнчи литературăн аслă курсĕсенче вĕреннĕ, ун хыççăн Чăваш писателĕсен союзĕн консультантĕнче, СССР Литература фончĕн Чăваш Ен директорĕнче ĕçленĕ. 1989 çултанпа профессиллĕ çыравçă ĕçĕпе пурăннă, пĕр хушă Пушкăртстанри чăвашсен «Урал сасси» хаçатĕнче вăй хунă.
В.Енĕш 1978 çултанпа СССР Писателĕсен союзĕн членĕ.
Чăваш халăх сайтĕнчен илнĕ